АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субботнике – кар тăрса!

22 августа 2017 г.

Раççейре тăван тавралăха хăтлăхпа илем кĕртес теççĕ. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕршывĕпех «Симĕс Раççей» ятпа экологи субботникĕ иртет. Тăвай районĕнче те çак мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма хатĕрленеççĕ.
Район администрацийĕн хушăвĕпе 8 çынран тăракан йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ – администраци пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе контроль ĕçĕн тата информаци пайĕн ертÿçи Валерий Чайкин.
Халĕ йĕркелÿ комитечĕ районти предприятисене, обществăлла организацисене, вĕрентÿ учрежденийĕсене субботник пирки хыпар çитерет.
Экологи мероприятийĕнче тавра-лăха çÿп-çапран тасатĕç, хунавсене тирпейлĕç, йывăçсене шăварĕç, картасене сăрласа илемлетĕç. Субботник оргкомитечĕ районта пурă-накан мĕнпур çынна çак ĕçе хастар хутшăнма йыхравлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика