22 августа 2017 г.

Çак кунсенче Тăвай ялĕнче пурăнакан Петр Ивановичпа Валентина Петровна Алексеевсен хваттерĕнче телефон шăнкăртатса кайнă. Мускавра пурăнакан, çар службинче тăракан хĕрĕ Светлана савăнăçлă хыпар пĕлтерме васканă. “Сире пирĕн çемьери питĕ пысăк савăнăçпа саламлатăп! Раççей Федерацийĕн Оборона министрĕн кăçалхи августăн 9-мĕшĕнчи 532-мĕш номерлĕ приказĕпе килĕшÿ-ллĕн манăн ачасем экзамен парса асли Андрей Петрозаводскри президент кадет корпусне 6-мĕш класа, кĕçĕнни Алексей Мускаври Суворов училищине 5-мĕш класа вĕренмсе кĕчĕç”, - пĕлтернĕ ашшĕпе амăшне çав тери хаваслă сасăпа вĕсен хĕрĕ Светлана Петровна Коваль ?Алексеева/. Каникул пулнă май, мăнукĕсем ку вăхăтра шăпах Тăвайĕнче кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче каннă, çав хыпара илтсен тÿрех ташша янă. Ара, тахçантанпа кĕтнĕ хыпар тинех çитнĕ-çке. Мĕнле савăнмăн, ташша илтермĕн уншăн! Ваттисен чĕрисене те çу сĕрнĕ пекех пулнă.
Хĕрĕ Светлана Петровна Коваль ?Алексеева/ пирки çырса кăтартни те ытлашши пулмĕ тесе шутлатăп. Тăвай ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Хăйпе пĕр ÿсĕмри ытти ачасем пекех, Тăвай шкулне çÿренĕ. Ÿснĕçемĕн хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çак шухăш-ĕмĕт ăшра вăйланса-çирĕпленсех пынă. Çавăнпа шкул пĕтерсен Канашри медицина училищине фельдшер уйрăмне вĕренме кайса кĕнĕ. Кĕçех фельдшер специальноçне алла илнĕ. Çар çынни пулма кăмăлланă пирки Светлана Петровнана контрактпа Мускаври Н.Н.Бурденко академик ячĕллĕ Тĕп çар клиника госпитальне службăна илнĕ. Госпитальте темиçе уйрăмра та ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа лайăх пурнăçласа пырма тăрăшать пирĕн ентеш. Вăл хальхи вăхăтра Тĕп çар клиника госпиталĕнче аэромобиль отделенийĕнче службăра тăрать, аманнă тата йывăр чирленĕ çынсене авиаципе госпитале эвакуацилес енĕпе ĕçлекенсенчен пĕри шутланать. Ун пек отделени Раççейре хальлĕ- хе пĕрре çеç. Аманнă е чирлесе ÿкнĕ сахал мар салтакпа офицера хăтарса хăварма, çĕнĕрен пурнăç парнелеме май килнĕ аэромобиль отделенийĕ вăхăтра пулăшу панипе. Çак пархатарлă ĕçре пысăк опыт пухнă Светлана Петровна. Вĕсен отделенине, çав шутрах ăна та Раççей телевиденийĕпе пĕрре çеç мар кăтартрĕç ĕнтĕ. Сиринчен пирĕн сывлăш çарĕн пĕр пайне илсе тухсан çар çыннисене В.В.Путин Президент Кремльте Георгиевски залра наградăланă чухне те унта пулнă пирĕн Светлана Петровна. Унăн кăкăрĕ çинче паянхи кун тĕлне Жуков медалĕ, “Службăра палăрнăшăн III степень”, “Службăра палăрнăшăн II степень”, “Çарти паттăрлăхшăн II степень”, “Сирири çар операцийĕн участникне” медальсем йăлтăртатаççĕ. Нумаях пулмасть ăна Раççей Оборона министрĕ С.К.Шойгу патшалăх заданийĕ-сене ăнăçлă пурнăçланăшăн Хисеп грамоти парса чысланă. С.П.Коваль - çар ĕçĕсен участникĕ. Çăмăл мар ăна. Аэромобиль отделенийĕн кирек хăш вăхăтра та çĕр чăмăрĕ çинчи кирек епле вырăна та çула тухма, вĕçсе кайма хатĕр пулмалла. Вĕçме вара самолетпа та, вертолетпа та лекет. Географийĕ анлă. Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче те пулма тивет-çке-ха. Вăйлă суранланнă, аманнă е йывăр чирленĕ çынсене госпитале хăвăрт та йĕркеллĕ çитермелле. Унта вара вĕсене ура çине тăратма мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвĕç. Унăн та операцисенче пĕрмаях пулма тивет. Анчах пуçа усмасть Тăвай хĕрĕ.
Службăра пулнă хушăрах пĕлĕвне ÿстерме те вăхăт çитернĕ вăл. Светлана Петровна икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, вăл психолог та, менеджер та.
Спортпа та туслă пирĕн ентеш. Вăл йĕлтĕр спортне, çурран чупма тата сĕтелçи тенниса юратать. 2014 çулта ăна биатлонпа виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн медальпе наградăлаççĕ. 2016 çулхи февральте Мускавра йĕлтĕрçĕсен “Чапаев йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăвĕн-че пĕрремĕш вырăн йышăнса кубок çĕнсе илнĕ. Кăçал вара çав ăмăртусенчех хăйсем хушшинче кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Спорт ăна службăра та, пурнăçра та пулăшать. Ывăлĕсене те - Андрейпе Алексее - çавна хăнăхтарать. Вĕсене пурне те телейпе ăнăçусем сунатпăр.