АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех арбуз пирки

22 августа 2017 г.

Шăпах август уйăхĕнчи арбуз чи пылакки, чи усăлли шутланать. Анчах та çак çимĕç çинчен ытларах пĕлни ытлашши пулмĕ.
Арбуз спортсменсемшĕн усăллă
Эсир хăвăрăн сывлăхăра çирĕплетме тытăнас шухăшлă е фитнеса çÿреме, ирсерен чупма тытăнас тетĕр пулсан, арбузăн тĕлĕнмелле енĕсем пирки пĕлни сирĕншĕн ытлашши пулас çук. Арбузра L-цитруллин - аминокислота шайĕ пысăк. Вăл вара мышцăсем ыратнине ирттерме пулăшать. Интенсивлă тренировка хыççăн мускул ан ыраттăр тесен, занятисене пуçăниччен арбузăн виççĕмĕш пайĕнчен хатĕрленĕ сĕткене ĕçме сĕнеççĕ. Çакă шыв ĕçес килнине те, ыратнине те ирттерĕ.
Арбузăн хуппи те, вăрри те çиме юрăхлă
Çакă тĕлĕнмеллерех пулин те, эпир арбуз хуппине кăларса пăрахма сĕнместпĕр. Пĕрремĕшĕнчен, вăл тутлă. Арбуз хуппине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн турăр та лимонпа, хăярпа тата вакланă пăрпа пĕрле блендера вырнаçтарăр. Хăвăра килĕшнине кура çавăнтах сахăр тата ешĕл курăк хушма юрать. Сирĕн стаканра вара уçăлтаракан напиток кăна мар, С, В1, В2 витаминсенчен, каротинран, фоли тата патонтен кислотисенчен тăракан коктейль пулĕ. Арбуз вăррине напитока хушма кирлĕ мар, анчах та арбуз ăшĕпе çиме юрать. Тĕрĕссипе вăл кавăн тата хĕвел çаврăнăш вăрринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Арбуз вăрри шыçăран усăллă, ÿт-тире лайăхлатать, унра тимĕр, цинк, белок тата клетчатка пур.
Арбузра шыв нумай
Арбуз ытларах шывран тăрать, 91 процент таранах. Çавăнпах ĕнтĕ вăл тутлă пулнипе пĕрлех чи пĕчĕк калориллисенчен пĕри пулса тăрать. 100 грамм арбузра пĕтĕмпе те 38 калори кăна.
Арбуз куçшăн тата мимешĕн усăллă
Арбузăн икĕ-виçĕ касăкĕ сирĕн куç курассине тата ăс-хакăл шайне лайăхлатма пултарать.Çакна ученăйсем çирĕплетеççĕ. Арбузра А тата В6 витаминсен шайĕ пысăк. Витаминсенчен пĕрремĕшĕ куçа тĕрлĕ инфекцирен хÿтĕ-лет тата куç курассине лайăхлатать, тепри вара астăвăма çирĕплетет тата шухăшлав хăвăртлăхне ÿстерет.
Арбуз ультрафиолетран хÿтĕлет
Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх, хăш-пĕр продукт организма УФ-пайăркасене лайăхрах чăтса ирттерме май парать. Арбуз шăпах çавăн пеккисен шутне кĕрет. Арбузри ликопинăн антиоксидант майĕсем пысăк. Вăл хĕвел пайăркисен аркатаслăх вăйне хирĕç тăма пулăшать.
Арбуз сахăр пухать
Пиçсе çитнĕ арбуз ăшĕнче организм çăмăллăн йышăнакан сахăр шучĕ 5 процентран тытăнса 13 процент таран пулма пултарать. Арбуз пиçсе çитнĕ майĕпе унра фруктоза тата глюкоза йĕркеленме пуçăнаççĕ. Сахароза вара кăшт каярах, арбуза упранă чухне йĕркеленет. Çавăнпа та сахăр диабечĕпе аптăракансене халь кăна пиçсе çитнĕ арбуз çиме сĕнеççĕ. Апла пулсан та нумай çиме кирлĕ мар. Çимĕçе хăçан татса пухнине тĕп-тĕрĕс кам калама пултарĕ-ха;
Арбуз шлаксене кăларать
Арбуз апат ирĕлессине лайăхлатать. Чĕрепе юн тымарĕ-семшĕн те вăл усăллă шутланать, пÿрепе пĕвере тасатать, организмран холестерин кăларма пулăшать. Кам ăш-чикре чул пухăннипе аптăрать, вĕсене арбуз çиме сĕнеççĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, кунне 2-3 килограмм таран арбуз çиме юрать.
Арбузра нитрат пур-и;
Арбуз организмшăн чи хăрушлăхсăр продуктсенчен пĕри пулса тăрать. Унăн хулăн хуппи шала атмосферăран сиенлĕ япаласем лекесрен хÿтĕлет. Анчах та юлашки çулсенче нитратсемпе усă курса ÿстерекен арбуз шучĕ питĕ нумайланса кайрĕ. Тĕрĕссипе вара арбузăн “сывлăхне” тĕрĕслеме питĕ ансат. Арбузăн ăшĕнчи пĕр пĕчĕк пайне касса илĕр те шыва ярăр. Тепĕр сехет-сехет çурăран шыв кăшт кăна пăтранчăк пулсан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Енчен те вара шыв çутă кĕрен, хĕрлĕ е хĕрлĕрех сарă тĕслĕ пулса тăрать пулсан, çимĕçе каяш витрине пăрахмалли кăна юлать.
Арбуз суйлатпăр
Вăтам виçеллĕ арбуз суйласа илĕр, вăл 5-7 килограмран ытла ан тайтăр.
Чи тутлă арбуз тăсăкли мар, чăмăртараххи. Кун пек арбузра вăрри те сахалтарах пулать.
Арбуз хÿри типĕ те сарă тĕслĕ пулмалла - çакă вăл пиçсе çитнине пĕлтерет. Арбуз хÿри симĕс пулни çимĕç пиçсе çитменни пирки калать. Вăл пиçсе çитесси те иккĕленÿ- ллĕ.
Пиçсе çитнĕ тутлă арбуза шаккас пулсан, вăл хупăрах сасă кăларать, пăчăртасан шатăртатать.
Лайăх арбузăн хуппи йăлтăркка тĕслĕ тата пĕр енче сарă вырăн пулать. Ку вăл - арбуз пиçсе çитнĕ чухне çĕр çинче выртнă вырăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика