18 августа 2017 г.
Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче - улма спасĕ. Çак кун чиркÿре çĕнĕ тухăçа кĕлĕ туса сăваплаççĕ. Ăна çакăн хыççăн çеç çиме юрать.
Аслă ăру уявччен панулми çимен. Спасчен çисен аçа çапать е тырра пăр çапать, çуркунне çĕрет тенĕ.
Çак кун панулми сăваплă çимĕç шутланать. Сĕтел çине унран хатĕрленĕ апат-çимĕç те лартмалла. Панулмине çăвара хыпнă май, ĕмĕтленмелле - пурнăçланатех. Улмуççи айĕнче ларнă май, Турăран ырлăх, сывлăх ыйтмалла.
Улма спасĕ кĕркунне, хĕл пуçламăшĕ еплерех пулассине систерет. Çак кун хурт-кăпшанкă ÿт çине ларсан ăна хăвалама та юрамасть имĕш - телее çухатăн. Иккĕмĕш спасра çумăр çурĕ-тĕк хĕлле юр нумай пулать. Йывăç çулçисем сарăхсан, çанталăк сивĕтет. Ку уявра ытларах ачасемшĕн кĕлĕ тумалла, вĕсене пехиллемелле.с