15 августа 2017 г.
Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă уяв иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Борис Волынов тата унăн мăшăрĕ Тамара Волынова, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Наукăпа тĕпчев центрĕн пуçлăхĕ Юрий Лончаков, Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ, Павел Попович летчик-космонавтăн хĕрĕ Наталья Березная, РФ летчик-космонавчĕ, РФ Геройĕ, Улатăр районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Николай Бударин, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Валерий Корзун летчик-космонавт килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене ăшшăн саламланă, чăваш çĕрне хисеплесе килсе çитнĕшĕн хăнасене тав тунă. Сумлă ентешсем Чăваш Республики илемлĕ тата çыннисем ырă кăмăллă пулнине палăртнă. Космонавта хисеплесе сума сунăшăн, унăн ятне асра тытнăшăн мăнаçланнă. – Андриян Николаев – чăваш халăхĕн ăста тата пултаруллă ывăлĕ. Çитĕнекен ăрушăн вăл чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнă. Унăн ячĕ пурин чĕринче те ĕмĕр асра юлать, – тенĕ Михаил Игнатьев. – Вăл тĕнче уçлăхне вĕçнĕ 3-мĕш çын пулнă. Чăваш Ен пирки тĕнчипе пĕлтерме пултарнă. Пирĕн паттăр ентеш тĕнче историйĕнче ĕмĕрлĕхех ылтăн сăрăпа çырăннă. Республика Пуçлăхĕ Андриян Николаев ĕçчен, хăюллă, тӳрĕ кăмăллă, пултаруллă çын пулнине те асăннă. Чăваш Енре çакăн пек мероприяти ирттерни патриотизм туйăмне çĕклеме, космос тытăмне çамрăк та пултаруллă ачасене явăçтарма витĕм кӳрессине каланă. Унтан палăрнисене пат-шалăх наградисем парса хав-халантарнă. Чăваш Республикишĕн тунă тава тивĕçлĕ ĕçсе-мшĕн РФ Президенчĕ çу-мĕнчи ЧР полномочиллĕ представителĕн канашçи, РФ чăвашсен наци культурин автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев наградăна тивĕçнĕ. Культурăна аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе «СССР летчик-космонавчĕн А.Г.Николаевăн мемориаллă комплексĕ» Чăваш Енри бюджет учрежденийĕнче наука тытăмĕнчи пай ертÿ-çине – Михаил Семенова – чысланă. Мероприятире космонавтсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашнă, тĕнче уçлăхĕнчи вĕçев пирки канашланă, хăйсен асĕнче юлнă самантсем пирки каласа кăтартнă. «Эпир унпа питĕ çывăх пулнă. Пĕрне-пĕри çур сă-махран тенĕ пек ăнланнă. Пысăк тĕллевсем патне ăнтăлакан çынччĕ», - тесе аса илнĕ пирĕн ентеш пирки Борис Волынов. «Республикăра Андриян Григорьевич пек пултаруллă ачасем ытларах çуралччăр, çитĕнччĕр», - тенĕ Тамара Волынова. Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Нау-кăпа тĕпчев центрĕн пуç-лăхĕ Юрий Лончаков хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳ-лĕхне тав тунă, уява хăйсене йыхравланăшăн ырласа хă-варнă. «Республикăра вĕренӳ тата культура çӳллĕ шайра аталанать. Çамрăк космонавтсен юхăмĕ вăйланса пынине куртăм, тĕлĕнтĕм. Ачасен куçĕсем çиçсе тăраççĕ. Чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнни куçкĕрет», - тенĕ вăл. Николай Бударин хăйĕн сăмахĕнче чăвашсем ыттисенчен ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăнине, вĕсем яланах ĕçчен те пултаруллă пулнине асăн-нă. Раççей Федерацийĕн Геройĕ, летчик-космонавчĕ Валерий Корзун Андриян Николаев ячĕ ĕмĕр ас-ра пулнине каланă. «Шуршăл ялĕнче унăн вил-тăприйĕ упранать. Ентешсене çакăн пек сума сунине эпĕ урăх ниçта та курман. Çакă шăпах эсир ăна хисепленине çирĕплетет. Тавах сире çакăншăн», - тесе вĕçленĕ вăл сăмахне.