15 августа 2017 г.
Тăрмăш ялĕнче пурăнакан Владимир Иванович Ялугин 7 класс вĕренсе тухсан, колхозра конюхра 5 çул ĕçленĕ. Çав вăхăтра колхозсем пысăк вăй пулса тăнă. Канашри механизаци шкулне 1958 çулта вĕренме кĕнĕ. Трактористсен правине илсен, март уйăхĕнче Казахстанри пĕр хуçалăхра çуракине хутшăннă. Унта МТЗ-5 тракторпа столовăйне апат-çимĕç турттарнă, ДТ-54па - çĕр сухаланă. Пилĕк уйăх ĕçлесен киле таврăннă.
Ялта çуралнăскере тăван ен хăй патнех туртнă пулĕ çав. 1960 çулта колхозра тракторпа ĕçлеме пуçланă, февраль уйăхĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнчи Александра Гавриловнапа çемье çавăрнă. Владимир Иванович çакна ăшшăн аса илет.
“Эпĕ сан мазутлă япалусене çуса ывăнтăм, хăвна валли мăшăр тупмалла”,-тетчĕ анне. Çемье çавăрса ялтах тĕпленнĕ. Çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен пĕр хĕрĕ, Луиза йывăр чире пула 53 çулта пурнăçран уйрăлнă. 2008 çулта Александра Гавриловна йывăр чирленĕ хыççăн пурнăçран уйрăлнă. Владимир Ивановичăн вĕсене аса илсен кăмăлĕ хурланать.
Валерийпе Сергей ывăлĕсем ашшĕ çулĕ-пе кайнă, тракториста вĕренсе тухнă. Механизаторта ĕçленĕ хыççăн, халĕ тĕрлĕ çĕрте. Юрий водителе вĕреннĕ. Афганистанра пулнă. Галина повара вĕреннĕ, Улянкă ялĕнче тĕпленнĕ. Йăнтăрчăри ача садĕнче поварта вăй хурать. Светлана Тюмень облаçĕнче Когалым хулинче сутуçăра ĕçлет. Шăпи çавăнта илсе çитернĕ ăна. Татьяна кондитера вĕреннĕ. 28 çула çитсен машина çапса хăварнипе инвалид пулса тăнă.
Владимир Иванович тракторпа 27 çул тăрăшнă, вĕсенчен 17 çулне комбайн рулĕ умĕнче ларнă. Колхоз арманĕнче те 6 çул вăй хунă, пилорамăра хуралта ĕçленĕ. 1997 çулта пенсие тухнă.
Тивĕçлĕ канура пулсан та хуçалăхри ĕçсене тăватăп, инвалид-хĕрĕме пăхатăп,-тет арçын. -Пенси илме каймалла-и, мăнуксене кайса курмалла-и, çурран çÿреместĕп, велосипед маншăн çур пурнăç. Ял хушшинчи асфальтлă çулпа хăвăрт çитетĕп кирлĕ çĕре”. Çак кунсенче çавра çулне ирттерме ачисем килсе кайрĕç.