15 августа 2017 г.

Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕсем çинчен халĕ чылай çĕрте “Буяново” ООО кăларакан сĕтел-пукан тăрăх та лайăх пĕлеççĕ. Тĕрлĕ йышшисене суту-илĕве кăлараççĕ кунти маттур ĕçченсем. Елена Николаева цех уçăлсанах ĕçе вырнаçнă. Пукансен çивиттийĕсене сарассипе тăрăшать вăл. Ĕçленĕ майăн ытти кăткăс операцисене те алла илнĕ. “Тума пĕлмен ĕç çук пулĕ унăн”,-теççĕ ĕçтешĕсем те. Ялти хĕрарăмăн хуçалăхра ĕç пайтах. Вĕсене пурнăçлама та ĕлкĕрет Елена Вячеславовна.
Унăн пурнăçĕпе кăсăкланнă майăн аппăшĕпе, Тăвай шкулĕнче тасалăхшăн тимлекен Мария Вячеславовнапа, калаçма тÿр килнĕччĕ.
“Чăннипех те пултаруллă. Ăçтан вăй-халне çитерет тульккăш; Кÿршĕре пурăнакан аннене те пăхса тăрать. Хăйсен вăйĕ- пе икĕ хутлă çурт хăпартрĕç. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп. Ялта стройка тăвакансем патĕнче те куратăн ăна. Штукатурка тумалла-и, сăрламалла-и - чĕнекен çынсем патне васкать пирĕн Лена”,-терĕ вăл кăмăллăн.
Герман Степановичпа икĕ ывăл пăхса ÿстереççĕ вĕсем. Асли çар службин тивĕçне пурнăçласа таврăннă. Кĕçĕнни шкулта вĕренет. Мăшăрĕ, ялти нумай арçын пекех, Мускава ĕçлеме çÿрет.
Килĕштерсе те пĕр-пĕрне ăнланса пурăннăран ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ Николаевсен çемйинче.