АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлĕ хăватлă, ял шăпи кăсăклă

15 августа 2017 г.

Çĕнĕ Пуянкасси хăçан пуçланса кайни çинчен пĕлес килет,-терĕç ял çамрăкĕсем.
- Çийĕнчех калаймастăп-ха, киле çитсен тĕрлĕ хутсем çине пăхас пулать,-тесе хăвартăм.
“Ял ĕçченĕнче” 1993 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче пичетленнĕ “Шăпи мĕнлерех тăван ялăн;” статьяра шăпах Çĕнĕ Пуянкасси çынни А.С.Степанов учитель-пенсионер çапла çырса кăтартнă: “Çĕнĕ Пуянкасси Кивĕ Пуянкассинчен тухса, сĕм вăрманти уçланкăра хăватлă çăлăн аял енче никĕсленнĕ теççĕ. Ватăсем пĕлтерсе хăварнă тăрăх, Кивкас çынни Ахмет ачисемпе пĕрле асăннă вырăнах килĕштернĕ. Малтан вăл хĕл каçмалăх çĕрпÿрт хатĕрленĕ пулать. Хальхи аслă урамри, ял варринчи ?Никанькки урамĕнчи/ вăйлă сивĕ çăл ял çыннисене ĕлĕк те иксĕлми паха шыв панă ĕнтĕ. Ахмет хуçалăхĕ ĕлĕкхи çăл хĕрринчи Тимĕр хуçалăхăн вырăнĕнче нумай пулать”.
Тăвайри краеведени музейĕн директорĕнче ĕçленĕ А.С.Семенов 1994 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче “Ял ĕçченĕнче” тухнă статйинче 1781-1782 çулсенчи перепись материалĕсем тăрăх Пуянкасси ятлă ял малтанлăха пĕрре çеç пулни çинчен çырать.
Апла-тăк Çĕнĕ Пуянкасси 1783 çулта, перепись хыççăн, пуçланса кайнă теме пулать-тĕр.
А.С.Семенова хăйĕн маларах асăннă статйинче 1809 çул тĕлне Çĕнĕ Пуянкассинче пĕтĕмпе 138 ясак чăтма пултаракан хресчен шутланнине кăтартнă. Аркадий Степановичах çырнă тăрăх Çĕнĕ Пуянкассинче 1859 çулта 39 хуçалăх пулнă; унта 92 арçын, 109 хĕрарăм пурăннă, 1870 çулта 261 çын; 1897 çул тĕлне 63 килте 376 çын пурăннă; 1910-1911 çулсенчи перепись материалĕсенче 102 хуçалăх, 554 çын пулнине асăннă.
Осип Николаев урамĕнче пасар ĕçленĕ иккен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика