15 августа 2017 г.
Авалхи несĕлĕмĕрсем пире кĕр мăнтăрĕпе пĕрлешме пиллесе хăварнă. Тен, хăшĕ-пĕри çакна асра та тытмасть, анчах та пурпĕр çулла вĕçленсе пынă тĕле мăшăрланма шут тытать. Çурла уйăхĕнче Иллен кунĕ хыççăн кун çутипе çу та, хĕвел ансан кĕр теççĕ. Çавăнпа та августа мăшăрлану тапхăрĕ теме те юрать.
Иртнĕ канмалли кунсенче Тăвай районĕнче харăсах 3 туй кĕрлерĕ. Çамрăксем хăйсем çине яваплăх илсе çемье çавăрма шут тытрĕç.
Мĕн каласассăн та, пурнăçри чи пысăк пуянлăхсенчен пĕри вăл — савнă çынпа кил-çурт вучахне чĕртни. Çемьере кăна этем чунĕн чи ырă енĕсем палăраççĕ, такам та лайăх енне улшăнать.
Тăвайри ЗАГС уйрăмĕнчи уявсен залĕ иртнĕ канмалли кунсенче кĕр! кĕрлесе тăчĕ. Çамрăк мăшăрсене саламлама чи çывăх çынсем, кÿршĕ-аршă, хăна-вĕрле пухăнчĕ. Мăшăрлану керменĕнче вăй хуракансем вара тин кăна чăмăртаннă çемьесене юратăва упраса пĕрлехи пурнăçăн кашни самантне савăнăçпа тултарма сунчĕç.
Сăмах май, кăçал районта 35 çемье чăмăртаннă. Çитес канмаллисенче те туйсем пулмалла.