11 августа 2017 г.
Чăваш Енре, пĕтĕм Раççейри пекех, спорта аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсеренех тăван республика çĕршыв, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене йышăнать, тивĕçлĕ шайра ирттерет. Çакăн ырă витĕмĕ те пурах - çамрăксем спортсменсене кураççĕ, вĕсен кун-çулĕпе паллашаççĕ, хавхаланаççĕ, сывă пурнăç йĕркипе туслашаççĕ.
Спортăн анлă çулĕ, паллах, урамран е, пысăкрах ялсемпе поселоксенчен, хуласенчен, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчен пуçланать. Ачасем пĕрле мечĕк хăваласа ÿсеççĕ, тупăшма, тĕллев патне талпăнма, çĕнтерме е выляса яма вĕренеççĕ. Спортра вара çак пулăмсем тĕп вырăнта тăраççĕ.
Тăвай районĕнче те сывă пурнăç йĕркине ÿссе пыракан ăру хушшинче сарассишĕн самай вăй хураççĕ. Çак кунсенче, сăмахран, «Аль» физкультурăпа спорт ком-плексĕнче Тăвай ялĕнчи футбола кăмăллакан 12-14 çулти ачасен картишсен ушкăнĕсен ăмăртăвĕ пулчĕ. Тупăшăва 3 команда хутшăнчĕ: «Чебурашкăсем», «Кооператив» тата «СССР». Футбол ăмăртăвĕ хĕрÿ пулнине палăртмалла. Çамрăксем чăн-чăн футболçăсем пекех чунтан вылярĕç, мала тухас тесе тăрăшрĕç.
Ăмăртусенче «чебурашкă-сене» çитекеннисем пулмарĕç. Кĕмĕле _ «Кооператив», пăхăр медале вара «СССР» ушкăнсем тивĕçрĕç.
Тăвай ялĕ шайĕнче иртнĕ тупăшăва хутшăнакансенчен никама та кÿрентермен, спонсорсем пурне те пылак парнесемпе хавхалантарнă.