АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейлă туйсен кĕнеки пуянлансах пырать

08 августа 2017 г.

Юбилейлă туйсен кĕнеки пуянлансах пырать

Тăвайри ЗАГС уйрăмĕнчи юбилейлă туйсен кĕнеки тепĕр сумлă çемье кун-çулĕн страниципе пуянланчĕ. Хăйсем савăк кăмăллă пулнăран, çанталăкĕ те илемлĕ пулчĕ Улянкăри Михаил Васильевичпа Мария Ефимовна Васильевсем изумруд туйне паллă тунă кун.
Уяв кĕрекинче çывăх çыннисемпе сумлă хăнасем пулчĕç. “Мĕн тери сăпай та ĕçчен вĕсем пирĕн. Хаваслă та телейлĕ ачалăх парнеленĕ пире. Çемье вучахĕн ăшшине упракан çуралнă кĕтес яланах пире хăй патне туртать. Таса кăмăл-сипетпе, тÿррĕн пурăнас тенĕ эсир. Пире те ĕçе юратма, аслисене хисеплеме, таса чунлă пулма вĕрентсе ÿстертĕр. Тавах. Çут тĕнчери чи лайăх аттепе анне эсир”,-терĕç ачисем туй ячĕпе саламланă майăн.
Мария Ефимовнапа Михаил Васильевич ылтăн çĕрĕ ылмаштарса тăхăнчĕç. Ачисен парни-çке-ха ку. 55 çул каялла çемье çавăрнă чух ылтăн çĕрĕсем пирки ĕмĕтленме те пултарайман вĕсем. Ĕçлесен илĕпĕр-ха, тенĕ ĕнтĕ. Çулсем иртнĕ май ачисем çуралнă. Çурт-йĕр çавăрмалла, ачисене вĕрентмелле пулнă, çĕрĕ илесси манăçа тухса пынă. Тен, ăна пĕлтерĕше те хуман телейлĕ мăшăр. Венчете те ылтăн туя уявланă чухне кăна тăчĕç. Чун тĕпренчĕкĕсен паха парни Васильевсене 1962 çулхи июлĕн 30-мĕшне, туй кунне, аса илтерчĕ. Сăн-пичĕсенче телей кулли çиçрĕ вĕсен. Уяв малалла тăсăлнă май, юбилярсен ĕç биографийĕпе паллашма тÿр килчĕ.
Кил пуçĕ, Михаил Васильевич, кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Юсавпа техника предприятийĕнче токарьте ĕçленĕ. Каярахпа тăван хуçалăха куçса унта мĕн пенсие тухичченех тăрăшнă. Ăна тĕрлĕ сумлă хутсемпе, парнесемпе чысланă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çултан та иртет унăн, терĕç.
Мария Ефимовна та мăшăрĕ пекех Улянкăра кун çути курнă. Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухсан ĕç кĕнекине пĕр хутчен, сельхозтехника садикне вырнаçни çинчен, çырса хуни пур. Çапла 40 çул ытла ĕмĕрне шăпăрлансене халалланă, ырă чунлă, ăста ÿсчĕр тесе пĕтĕм чун-чĕрине парса вăй хунă. “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Михаилпа Мария Васильевсем.
Шăкăл-шăкăл пурăнса хăйсен ĕмĕрĕнче икĕ çурт хăпартнă. Виçĕ ача çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерсе аслă çул çине кăларнă. Валентина - райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн бухгалтерĕ, Ивета - педагог, Тăвай шкулĕнче вĕрентет. Михаил Васильевичпа Мария Ефимовна тĕпкĕч ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ, вăл Мускава ĕçлеме çÿрет. 4 мăнукпа, 2 кĕçĕн мăнукпа савăнаççĕ паян ватăсем.
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх вĕсен. Пахчара тем тĕрлĕ йывăç ÿсет, чечексем ешереççĕ, илемĕпе чуна тыткăнлаççĕ. Кунтах кану вырăнĕ те йĕркеленĕ.
Атте-анне пурри - кил илемĕ. Çывăх çынсен тимлĕхĕ, чун ăшшине пани вĕсен ĕмĕрне тăсать.
“Лайăх ачасем пăхса ÿстерчĕç. Ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕшĕн, канлĕхĕшĕн çунаççĕ. Кунне миçе хутчен шăнкăравламаççĕ-ши килне; Эмел кирлĕ пулсан çийĕнчех кÿрсе параççĕ. Мăнукĕсем те килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ”,-кăмăллăн пĕлтерчĕç кÿршисем.
Юбилярсене çемье уявĕпе райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Чайкин саламласа ăшă та чуна киленмелли хитре сăмахсем каларĕ, хăй вăхăтĕнче вĕсем ĕçе лайăх пĕлекен пултаруллă специалистсем пулнине палăртрĕ.
Каçкÿлĕм вара кермен пек кил-çурта хăнасем пуçтарăнчĕç. Ялти клуб çумĕнчи “Мерчен” фольклор ушкăнĕ ял-йышра хисеплĕ мăшăр ячĕпе юрату, çемье, тăванлăх юррисем шăрантарса кăмăл-туйăмĕсене çĕклерĕ. Ыттисем те вĕсемпе пĕрле уява пайларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика