АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă услугăсемшĕн паракан çăмăллăх

08 августа 2017 г.

Федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене (радиаципе сиенленнĕ çынсене, инвалидсене, вăрçă ветеранĕсене, çар ĕçĕн ветеранĕсене тата ыт.те) пурăнакан вырăншăн (çурт-йĕршĕн, хваттершĕн) тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме уйăхсерен компенсаци параççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ку тĕлĕшпе республика бюджетĕнчен 161,4 млн. тенкĕ (2017 çулта уйăрма пăхса хăварнă укçа-тенкĕ калăпăшĕн 25 проценчĕ чухлĕ) тăкакланă. Пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿ-леме уйăхсерен паракан укçа-тенкĕне федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен шутĕ-нчен çемье членĕсемсĕр 93573 çын илнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 93470 çын. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çакнах çемье членĕсене шута илсе 106916 çын (иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 106180 çын) илме тивĕçнĕ. Пирĕн Тăвай районĕнчи 1397 çынна асăннă социаллă пулăшу пама Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен 1 млн. та 920 пин тенкĕ ытларах тăкакланă.
Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿ-тлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх, Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата Раççей Федерацийĕн федераллă льготникĕсене пурăнмалли вырăнпа коммуналлă услугăсемшĕн социаллă пулăшу парассине йĕркелекен ытти законсене улшăнусем кĕртнĕ пирки Чăваш Енре, ытти регионсенчи пекех, 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен çав пулăшупа тивĕçтермелли йĕрке улшăннă.
“Енчен те маларах граждансем уйăхсерен паракан укçа тÿлевĕсене коммуналлă услугăсемшĕн чăннипе мĕн чухлĕ тăкакланине пăхмасăрах çирĕплетнĕ виçепе илнĕ пулсан, халĕ компенсацие вĕсемшĕн шутласа панă тата тÿленĕ суммăсем тăрăх тивĕçтереççĕ”,-палăртнă Лариса Арсентьева.
Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерессине улшăнусем кĕртсе йĕркеленине пула федераллă бюджет укçи-тенкипе усă курасси чакнă, маларах асăннă тĕллевпе халĕ 253,1 млн. тенкĕ сахалрах уйăрĕç. Социаллă пулăшу илекен федераллă льготниксен хисепĕ вара малтанхи шайрах юлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика