08 августа 2017 г.
Пурнăçра тĕрлĕ сăлтавпа кредит илме тивет. Районта пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Раççей Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕ çынсене кредит парса пулăшать. Çавна май паян кун та кредит пайне çынсем пырсах тăраççĕ, кредит продукчĕсемпе усă курма тăрăшаççĕ. “Кредит памалли условисем чылай çăмăлланчĕç халь. Пĕрремĕшĕнчен, кредитсен процент ставкисем чакнине палăртма кăмăллă. Потребительски кредитăн процент ставки, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра унчченхинчен чылай пĕчĕкрех - 12,9 процентран пуçланать. Кредит йĕркеленĕ чухне уйрăм çынсен пăртак ÿсме пултарать вăл. Çынсем ытларах асăннă кредита илме тăрăшаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, енчен те клиент ĕç укçине е пенсие Перекет банкĕ урлă илет пулсан, ун пек çыннăн кредит илмешкĕн паспорт кăна тăратмалла. 200 пин тенкĕрен пысăкрах сумма илме ĕмĕтленекен ытти клиентсен вара паспортсăр пуçне тепĕр икĕ документ - 2НДФЛ тата ĕç кĕнекин копийĕ пулмалла.
Виççĕмĕшĕнчен, 300 пин тенкĕрен пуçласа пысăкрах сумма илес текенсем валли çирĕплетнĕ (фиксированнăй) ставка пăхнă: 2 çул сроклăха илсен - 13,9 процент, 5 çул таран сроклăха пулсан - 15,9 процент.
“Перекет банкĕнче мар, ытти çĕрте (урăх банксенче) пысăк процент ставкипе илнĕ кредитсене çăмăлраххипе татмашкăн та кредит парса пулăшать пирĕн хушма офис: 2 çул таран сроклăха - 13,9, 5 çул таран сроклăха - 14,9 процент çинчен кредит паратпăр. Анчах пĕрлех татма палăртнă кредитăн е темиçе кредитăн суммине кăтартса çырнă справка тăратма та тивет.
Пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма, хваттер илме ипотека кредичĕпе тивĕçтерме пултаратпăр. Унăн процент ставки - 8 процентран пуçланать”,-кĕскен çапла каласа пачĕ РФ Перекет банкĕн Тăвайри хушма офисĕн заведующийĕ Александр Павлович Краснов. Кредитсем илес тата вĕсен условийĕсем пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес текенсене хăйсен офисĕнче яланах тарават пулнине те каларĕ.