08 августа 2017 г.
Агропромышленноç ком-плексĕн ветеранĕсен Союзĕн районти уйрăмĕ ?ертÿçи М.Я.Яковлев/ ĕçпе хисепе тухнă ветерансем патне килĕсене çитсе курнăçассине, пурнăçран уйрăлнисен вилтăприйĕсем çинче асăну кунĕ- сем ирттерессине ырă йăлана кĕртнĕ.
Ку хутĕнче, çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, Союз членĕ-сем Тăрмăш ялĕнче пурăннă В.Д.Петухов вилтăприйĕ çине çитсе хисеп турĕç. Вĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.В.Чайкин, вăрçă, ĕç тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен совечĕн ертÿçи Р.А.Гурина, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Николаева та пулчĕç.
Михаил Яковлев Владимир Дмитриевичăн ĕçлĕ кун-çулне аса илсе нумай ырă сăмах каларĕ. Вăл 1912 çулта Шупашкар районĕнчи Явăшра çуралнă. Чулхулари ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе пысăк квалификациллĕ агроном-полевод пулса тăнă. В.Д.Петухов хăйĕн пурнăçне Тăвай районĕпе çыхăнтарнă. Вăтăр пилĕк çул вăй хунă вăл ял хуçалăхне çĕнĕ шая çĕклес енĕпе. Нумай çул тыр-пул сорчĕсене тĕрĕслекен участок заведующийĕнче тăрăшнă.
Вăл ертсе пынă Ленин ячĕллĕ колхоз районта кăна мар, республикăра та малта пулнă. 1966_1973 çулсенче Владимир Дмитриевич районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ пулнă, кунтанах канăва тухнă. Унăн пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă, “Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ” хисеплĕ ятсем панă. Ăна “Хисеп Палли” орденпа, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе, “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă.
Пирĕн ентеш çавăн пекех фашистла Германие хирĕç пынă вăрçа хутшăннă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне, Жуков тата юбилей медалĕсене тивĕçнĕ. Унăн вăрçă çулĕсенчи саманчĕсенчен уйрăм кĕнеке кăларма пулать. Хаяр çапăçусем хыççăн алла ручка тытса, вĕсем çинчен шăрçа пек почеркĕпе хут çине çырса пыма хал çитернĕ вăл.
_ Владимир Дмитриевичпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕшĕн питĕ савăнатăп,_терĕ АПК ветеранĕсен районти йĕркеленĕвĕн ертÿçи М.Я.Яковлев. Вăл анлă тавракурăмлă, ăслă-тăнлă, çав тери яваплă, принциплă çын пулнине, çамрăк специалистсене вĕрентсе пулăшассипе нумай тимленине асăнса хăварчĕ.
_Кăçалхи июлĕн 15-мĕ- шĕнче пирĕн атте, çуралнăранпа 105 çул çитрĕ,_терĕç ывăлĕпе хĕрĕ _ Виталийпе Татьяна. Унăн ятне асра тытнишĕн кăмăллă пулчĕç. Татьяна Владимировнан мăшăрĕ, хăй пекех вĕрентекенре тăрăшакан В.Г.Сидоров Тăрмăшри сорт участокĕн, ача сачĕн историйĕсене хатĕрлесе çитерни çинчен асăнса хăварчĕ, ку ĕçре В.Д.Петухов çырса хăварнисемпе усă курнине пĕлтерчĕ.
Çакна та каласа хăвармалла, В.Д.Петуховăн ывăлĕ Виталий Владимирович _ ашшĕ çулне малалла тăсаканĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăха ăнăçлă ертсе пычĕ, ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ-нче тăрăшса ятлă-сумлă пулчĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Ырă та сăваплă ĕçсемшĕ-нех Владимир Дмитриевича Турри вăрăм кун-çул пилленĕ пулĕ. Хăй те сывă пурнăç йĕркине тытса пурăннă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ 92 çула çитсен пурнăçран уйрăлнă. Унăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ, çутă сăнарĕ яланах ентешĕ-сен асĕнче упрантăр.