08 августа 2017 г.
Нумайăшĕ эрех ĕçесси Раççейре авалтанпах пыракан йăла тесе шухăшлать. “Уявсенче ĕçетĕп” тенине те эпир час-часах илтетпĕр. Ĕлĕк-авал Раççей чи урă çĕршыв пулнине вара халĕ нумайăшĕ пĕлмест те. Историн тĕпчевĕсем те эрех ĕçменни вырăс халăхĕн нацине палăртакан тĕп енĕ шутланнине кăтартса параççĕ.
Авалхи Руçре хаяр мар алкоголь ĕçнĕ ?квас, сăра, пыл сăри/, ăна та ытларах уявсенче кăна. Византирен илсе килнĕ иçĕм çырлинчен хатĕрленĕ хĕрлĕ эрех пирĕн çĕршывра 988 çулта Руç православи тĕнне йышăннă вăхăтра тухать. Апла пулин те ăна кнеçсемпе священниксем чи пĕлтерĕшлĕ чиркÿ праçникĕ-сен кунĕсенче кăна ĕçнĕ.
Хаяр алкоголе Раççейре 15-мĕш ĕмĕрте кăна, Иван Грозный патша вăхăтĕнче тутанма тытăннă. Хаяр шурă эрехе “патша хупахĕсенче” сутнă. Халăх çак эрехе ĕçнине килĕштермен, час-часах “кабак пăлхавĕсем” çĕкленĕ.
Эрех ĕçессине сарăлма май панă тепĕр тапхăр Петĕр патша вăхăчĕпе çыхăннă. Çавăн чухне çынсем тăтăш эрех ĕçме пуçланă, çапла Европа халăхĕн манерĕ вырăссен “культурин” пĕр пайĕ пулма тытăннă. Бюджета алкоголь сутнинчен сахал мар тупăш пухăнни пирки те çавăн чухне “тавçăрса илнĕ”.
Тĕне кĕменнисем ?старообрядцы/ эрех ĕçнине хирĕç пулнă. Çавăнпа та вĕсем пысăк йышсемпе Вăтам Атăл, Урал, Çĕпĕр тăрăхнелле куçса кайма тытăннă. Çапла майпа вĕсем çĕршер пин çынна эрех ĕçессинчен сыхласа, упраса хăварнă.
1914 çулта çĕршывра эрех ĕçме чарнă, çак “типĕ саккун” чылая тăсăлнă. Мендельсон тухтăр акă мĕнле çырнă: çынсем урă пурнăçпа пурăнни тÿрех преступноçа, хулиганла ĕçсен шутне, çынна вĕлерессине чакарма май пачĕ. Çынсем хăйсен пушă вăхăтне урăхла _ усăллă ирттерме пуçларĕç ?вулав залĕ-сене, оперăпа драма театрĕ-сене ытларах çÿреме тытăнчĕç, пур çĕрте те тĕрлĕ ушкăнсем, музыка тата хор кружокĕсем ĕçлеме пуçăнчĕç/. Пурнăçа ырă йăласем кĕме пуçларĕç ?сăмахран, туйсене эрехсĕр туни/, çынсем чирлесси те чакрĕ, уйрăмах психика тĕлĕшĕнчи чирсемпе чирлесси сайраланчĕ.
Совет влаçĕн вăхăтĕнче вара хаяр шурă эрех ĕçесси вăрах вăхăт тытăнса тăнă, çынсем нумай ĕçнĕ. Çакă чи малтанах çĕршыври юхăнчăклăхпа тата çынсен ăс-тăнĕн çирĕпсĕрлĕхĕпе çыхăннă пулнă ?революцисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи/. Апла пулин те, пирĕн çĕршыври халăх, Европăрипе тата Америкăрипе танлаштарсан, пурпĕр эрех сахалтарах ĕçнĕ.
1992 çулта Е.Гайдар пуçарнă экономикăри либераллă реформăсем вара Раççее татах антарса ÿкернĕ. Патшалăх алкоголь туса кăларассипе тата сутассипе монополист пулма пăрахсан, сутлăха тĕрлĕ пахалăхлă çĕршер пин тонна алкоголь тухма тытăннă.
Хальхи вăхăтра та, темĕ-нле мерăсем йышăнсан та, пирĕн çĕршыв çав “шурлăхран” тухаймасть-ха. Çавăнпа та лару-тăру улшăнмасть пулсан хамăрăн улшăнмалла, обществăн алкоголе хирĕçлемелле, йышăнмалла мар.