08 августа 2017 г.
Германи вăрçăпа тапăнса киличчен эпĕ тăваттăри ача пулнă. Астăватăп, эпĕ хам пекех шкул çулне çитеймен кÿршĕ Çтаппанпа хĕл сиввине пăхмасăрах сăрт айккинчен çунашкапа ярăнма тухрăмăр. Тĕлĕнмелле, пĕр ача та кунта çук! Ара, камăн ярăнмалли çук, теприн хырăм выççипе вăйĕ сахал, хăшĕ сивĕ-рен шикленнĕ пулас. Çапла сăртран ярăна-ярăна эпир айккинелле пăрăннă. Сасартăк ман çуна темрен пырса перĕнсе çакланса юлчĕ, эпĕ çĕр шăтăкне - шыва кĕрсе ÿкрĕм. Ку çÿ-лти çĕрĕшнĕ пĕренисене сÿтнĕ пусă ?тараса/ пулнă иккен. Аялта пура тавра пăр шăнса хытнă. Тухас тени пустуй тапаланни кăна! Кăшкăратăп, анчах çÿлтен никам пăхнине те курмастăп. Сенкер пĕлĕтсем кăна васкамасăр шуса иртеççĕ. Мана тин кăна тăхăнтарса янă сурăх тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕк тÿрех путма памасть, шалти сывлăш хальлĕхе шыв çийĕнче тытăнса тăрать-ха. Питĕ пурăнас килет. Атте - вăрçăра, анне - килте: вĕсем пĕлес пулсан вăрçасран шикленетĕп. Малашне урама та кăлармĕç... Çтаппан манран пĕр çул кĕçĕнрех. Вăл хăранăскер, киле çитсенех шăппăн кăмака çине улăхса пытаннă.
“Мĕн туса ларатăн унта, аяла ан, шăнса кÿ-трĕн пулĕ, вĕри яшка сып!” - тенĕ кукамăшĕ.
“Çемен килне кайрĕ-и;” - интересленнĕ амăшĕ.
“Çемен вăл, аялта, çĕр айĕнчех юлчĕ, тем пулчĕ ăна, çунашкине сĕтĕрсе килтĕм-ха”, - хуравланă юлташ.
Инкеке сиснĕ çынсем мана пусăран туртса кăларма ĕлкĕрнĕ. Халран кайнă, шăнса пăсăлнăскере хĕлĕпе тĕрлĕ мелсемпе сипленĕ. Вилесрен аран хăтарса хăварнă.
Унтанпа 60 çул иртрĕ, салтак хĕсметĕнче виçĕ çул пултăм, Магаданра çĕр айĕнчен ылтăн тăпри кăларса пенсие тухрăм, икĕ ача çитĕнтертĕмĕр арăмпа. Тем те тÿсрĕм-куртăм, анчах çав ача чухнехи хăрушă саманта халĕ те манаймастăп. Ирĕксĕрех куççулĕ-сем тухаççĕ”, - аса илет Çемен пичче ачалăхне. Тем те пулать иккен пурнăçра!