АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултранпа ытти çитменлĕхсем пирĕн çула ан пÿлччĕр

04 августа 2017 г.

Шурă чечеклĕ, çынран та çÿ- ллĕрех ÿсен-тăрансене Тăрмăш ялĕ çывăхĕнче асăрханăччĕ темиçе çул каялла. Эпир пурте пĕлекен укропăнни пекехчĕ чечекĕсен сунчăкĕ-сем, анчах темиçе хут пысăкрахчĕ. Çулçисем - тăсмак, пысăк, кăнтăрта ÿсекен пальма йывăçăнни пек. Сосновски пултранĕ, теççĕ çак курăка. Эпир яшкана ярса çиекеннинчен темиçе хут çÿллĕрех çитĕ-нме пултарать иккен вăл. Сосновски пултранĕ пирки район администрацийĕнчи пухура та тепĕр хут сăмах пуçарчĕç кăçал, пичет кăларăмĕсенче те.
Темиçе çул каялла ку темăна çак йĕркесен авторне “Ял ĕçченĕ” хаçатра сăмах хускатма тÿр килнĕччĕ. Çынна пĕçертнĕ евĕр сурансем кÿ-нипе тата ытти майпа сиенленипе ăна çитĕнтерме пăрахнине пĕлме тÿр килнĕччĕ. Тăрмăшри стадион çывăхĕнчи Сосновски пултранĕсем пĕр вăхăт курăнми пулнăччĕ.
Кунсем çумăрлă тăнипе çак çумкурăк тепĕр хут пĕр çĕр лаптăкĕ хыççăн теприне йышăнма пуçланă. Хальхи вăхăтра вĕсене Вăта юханшывĕ хĕррисенче саркаланса çитĕннине курма пулать, икĕ çын çÿллĕшне те çитеççĕ пулĕ пултрансем. Енĕш Нăрваш çывăхĕнче те хăйĕн хăватне кăтартма пуçланă вĕсем. Вăррисем шывпа юхса аннă ахăртнех, вĕсенчен икĕ çул иртсен те ÿсен-тăран çитĕнет иккен. Каларăмăр ĕнтĕ, силос тума аксах çитĕнтернĕ ăна çирĕммĕш ĕмĕр варринче хăш-пĕр колхозсенче. Вăхăт иртнĕ май Сосновски пултранĕ хăвăрт япăхма, силосĕ кĕске срокра пăсăлма, ĕнесен сĕчĕн тути улшăнма (йÿçме) пуçланипе, курăк сĕткенĕ хĕвел çути çинче çынсене суранлатнипе çĕр ĕçченĕсем ăна туса илме пăрахнă. Малтанхи тапхăрта çак ÿсен-тăрана районсенче вăрмансенчен тискер чĕрчунсем ан тухайччăр тесе çулсем хĕррипе лартнă.
Раççейре пултрана пуçласа 1947 çулта Мускав облаçĕнче асăрханă. Пичет кăларăмĕ-сенче ун пирки “Геракл чечекĕ” тенине те вуласа пĕлме пулать. Ун пекех çÿллĕ, никам та тĕп тăваймасть ăна.
Виçĕ метртан та иртме пултарать Сосновски пултранĕ, икĕ е нумай çул ÿсекен курăк шутланать, пĕр хут çимĕç панă хыççăн пĕтет çак ÿсен-тăран. Тымарĕ икĕ метр тарăнăшне те çитет иккен.
Сосновски пултранне вăхăтлăха та пулин куç умĕнчен тасатас текенсен лайăх тăхăнмалла, сĕткенĕ ÿт çине лексе пĕçертнĕ сурансем ан кÿтĕр тесе асăрханмалла. Çумкурăк чечеке лариччен, çуркунне çулса пăрахма тăрăшмалла, типнĕ курăкне çунтарсан аван. Икĕ хут çулмалла пултрана. Çакăн хыççăн вĕсен йышĕ эсир ĕçленĕ вырăнта сахалланмалла. Асăннă çумкурăка селекци çитĕнĕвĕсен йышĕ-нчен 2012 çулта кăна кăларнă.
Экологи çулталăкĕнче Сосновски пултранĕ пирки асăнса çынсен тимлĕхне ÿстерес килчĕ. Çавăн пекех Америка вĕрени те пулăхлă çĕрсене тĕп туса пырать. Пурнăçа малалла яма чăрмантаракан ÿсен-тăрансемпе йывăçсем пирĕн çула ан пÿлччĕр тесе тăрăшар пурте.
Вĕсем пекех ытти çитменлĕ-хсем те çынсене чăрмав кÿ-ресшĕн. Тăвай ялĕнчи Кооперативнăй урамри 20, 22 çуртсем патне кĕнĕ çĕрти кÿлленчĕк ак, палăртнă объектсенче çынсем пурăнма пуçланăранпах хăйĕн “илемĕ-пе” мухтанать. Хăш-пĕрисем тăтăшах унти шыв юхса тухтăр тесе канав чаваççĕ-ха, анчах шăп автомашинăсем çÿренĕ вырăнта та, хăвăрт хупланса ларать вăл. Çурт çумĕнчи картишне икĕ хут та асфальт сарса тирпейлерĕç. Анчах çуркунне тата çумăрлă кунсенче район центрĕнчи çÿлти урамсенчи шыв та палăртнă вырăна юхса аннипе тертленеççĕ çуртсенче пурăнакансем. Хăнăхрăмăр кÿлленчĕке кăçал, хур-кăвакалĕ те, пĕчĕккисем те ун тăрăх çÿресе кăмăлĕсене çĕклеççĕ. Сосновски пултранне аса илтерет вăл, никам та тасатаймасть ăна. Шăрăх çанталăксенче кăна ун айĕнчи асфальт “çутта” тухать. “Темех мар, çурта юхса кĕмест-çке”,-текенсем те пулĕç. Çапла, анчах хăш-пĕр çулсенче ку объектсен путвалĕсене шыв сăрхăнса кĕрет. Санкт-Петербург хулине те шыв çинче тунă пек, вĕсене те çавнашкал вырăнта хăпартнă, пурăнакансем ытлашши шывран шикленмеççĕ çапла, вăрăм кунчаллă атă тăхăнса утаççĕ те утаççĕ. Вăрманхĕрри еннелле каякан асфальтлă çулăн сулахай енче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсен картишне ăмсанаççĕ вĕсем, кунта тасалăхăн чăн-чăн хастарĕсем пурăнаççĕ ĕнтĕ. Кооперативнăй урамри çуртсене тунăранпа - 20 çула яхăн, подъезчĕсене юсама пуçласшăн пулас. Картишне те черет çитет пуль-ха;
Районти ял тăрăхĕсенчи хуçасăр йытăсемпе кушаксем пирки те каласа хăварасшăн. Тăвайĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене куçĕсем те уçăлман кушак çурисене илсе кĕрсе ярса хăвараççĕ тепĕр чухне. Йывăр условисенче те çитĕ- неççĕ пĕчĕкскерсем. Сарайсенчи выльăх-чĕрлĕх апачĕсене çисе çирĕпленеççĕ те, кайран чăх-чĕпсене тытма пуçлаççĕ. Хуçасăр кушаксемпе йытăсем ытларах контейнерсем çывăхне иленеççĕ те йăх тăсаççĕ.
Чĕрчунсемпе вĕсен пĕрлĕхĕсем тавралăхпа хутшăннин темиçе сăнлăхне кăна илсе кăтартрăмăр. Экологи çулталăкĕнче çынсене чăрмантаракан çавнашкал çитменлĕ-хсем сахаллансах пыччăр тесе тăрăшар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика