АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йытăпа кушак çури

04 августа 2017 г.

Ялти лавккаран киле кайма тухсан мана хирĕç сакăрвуннăран иртнĕ ватă çын пыратчĕ. Чарăнса тăма ыйтрĕ тĕл пулсан. Вара калаçса кайрăмăр. Çут çанталăкра темĕн те пулса иртет. Килĕнче унăн кушак ами çăвăрланă иккен. Виçĕ çура таранах. Çапах та çурисене усрама илме кăмăл тăвакан тупăнманран вĕсене пăрахма шутланă кил хуçи. Çав вăхăталла килĕнчи йытти те виçĕ çура туса панă. Вĕсене те килĕнчен ăсатма тивнĕ. Йыттăн халь тин мĕн тумалла ĕнтĕ. Кушак çурисен сассине илтсе пулĕ, виççĕшне те киле илсе таврăннă. Хăйĕн çурисем тесе-ши ĕмĕртме пуçланă. Кил хуçи çавах та вĕсенчен пĕрне çеç хăварнă. Мĕн тейĕр, ÿстернĕ вĕт кушак çурине йытă ами. Малашне мĕнле пулĕ - пурăнсан курăнĕ. Хальлĕхе пĕр-пĕринчен хăпмаççĕ-ха, “йĕппи” ăçта, “çиппи” те унта. Тен, ухатана та пĕрлех çÿреме тытăнĕç;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика