АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкарта кадетсен чи хăтлă корпусĕ пулĕ

01 августа 2017 г.

Çак кунсенче Чăваш Ен Ертÿçи Михаил Игнатьев тата Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн çумĕ Игорь Паньшин ЧР Правительствин Çуртĕнче «Федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Паттăрĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ» вĕренÿ учрежденийĕн попечительсен канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Унта хутшăннисем асăннă шкулăн инфратытăм объекчĕсен строительствине, вĕренÿ тытăмне йĕркелессине тата профориентаци ĕçĕн планне хатĕрлессине сÿтсе явнă, попечительсен канашĕн кăçалхи тата çитес çулти ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрне палăртнă. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, канаш тытăмне «РЕНОВА» ГК председателĕ Виктор Вексельберг та кĕме кăмăл тунă. Унсăр пуçне ĕç ушкăнне массăллă информаци хатĕрĕсен представительне йышăнма сĕннĕ, мĕншĕн тесен çапла майпа халăха вăхăтрах хыпарсемпе тивĕçтерсе тăрĕç. «Тăван çĕршыв хăватне ÿстересси, Раççей халăхĕн ырă йăлисене аталантарасси – пирĕн тивĕç, - тенĕ М.В. Игнатьев. – РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тăрăх, Раççей малашлăхĕ Тăван çĕршыва юратни çине таянать». ЧР Пуçлăхĕ Раççейри Оборона министрне, çар генералне Сергей Шойгуна, çĕршыв Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне Михаил Бабича кадет корпусне тăвассипе çыхăннă ĕçсенче пулăшнăшăн тав тунă. Çакна та каламалла, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççейри Оборона Министерствинче кадет корпусне пулăшмашкăн 4 енлĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ. Асăннă ведомство çĕршыври кадетсен шкулĕсемпе хутшăнса ĕçлет, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, вĕренÿ пособийĕсемпе тивĕçтерет. Ĕçлĕ калаçу хыççăн Игорь Паньшинпа ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев кадет шкулĕн К. Иванов урамĕнчи çуртне çитсе килнĕ, лару-тăрупа паллашнă. Унта хальлĕхе 225 çамрăк ăс пухать, 5-мĕш класа кăçал 28 ача йышăннă. 85 çул каялла хăпартнă çуртра çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртме йывăртарах, çавна май хăш-пĕр предмета Афанасьев урамĕнчи 2-мĕш шкулта ирттерме тивет. Çитес çул вара ун пек пулмĕ, Шупашкарти Çĕнĕ кăнтăр микрорайонĕнче кадет шкулĕн çĕнĕ корпусне çĕклеме тытăннă. Игорь Паньшин строительство ĕçĕсем еплерех иртнипе те паллашнă. Ку эрнере çĕнĕ çуртăн никĕсне ярĕç, стенисене хăпартма тытăнĕç. Çĕнĕ корпуса хута ярсанах унта РФ Сывлăшпа космос вăйĕсем валли специалистсем хатĕрлеме пуçлĕç. Ачасене 5-мĕш класран йышăнĕç. Çамрăксем Чăваш Енрен çеç мар, Федерацин Атăлçи округĕнчи ытти тăрăхран та килĕç. Ăс пухакансене патшалăх шучĕпе пăхса тăрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика