АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илетпĕр 1962 çулхи августа

01 августа 2017 г.

Аса илетпĕр 1962 çулхи августа

Николай Бударин, Муса Манаров тата Борис Волынов космонавтсем, Николаевпа Терешкова космонавтсен хĕрĕ Алена, Павел Попович хĕрĕсем Оксанăпа Наталия тата ытти сумлă хăнасем икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев ?сăн ÿкерчĕкре/ уçлăха тухнăранпа 55 çул çитнине паллă тăвакан мероприятисене хутшăнма хатĕрленеççĕ.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче августăн 11-мĕшĕнче савăнăçлă уяв пулать. Мускав хулинчен килекен хăнасем хушшинче Андриян Николаевăн тăванĕсем, ветерансен организацийĕсен тата çамрăк космонавтсен отрячĕсен представителĕсем пулĕç. Театр фойинче курав йĕркелеççĕ.
“Манмăпăр 1962 çулхи август уйăхне” ятлă çавра сĕтеле космонавтика тата обществăлла организацисен ветеранĕ-сем хутшăнĕç.
Юбилее космонавт çуралнă ялта та паллă тăваççĕ. Шуршăлта “Пирĕн Андриян” кинокаçран пуçласа тата ытти мероприятисем иртĕç.
Андриян Григорьевич Николаев космоса вĕçсе кайнăранпа 55 çул çитни пирĕн республикăшăн паллă кун пулса тăрĕ çапла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика