01 августа 2017 г.
Ача-пăча теттесемпе выляма юратать, вĕсем пулăшнипе хăйĕн ăнлавне, тĕнчекурăмне ÿстерет. Кивĕ Пуянкассине пырса кĕрекен урамра сылтăмра пурăнакан Оксана Валерьевнапа Александр Семенович Семеновсем вара хăйсен тата кÿршĕсен ачисене валли ятарласа ача-пăча площадки туса панă. Темĕн те пур унта кăсăкли: хитре пĕчĕк пÿрт те, трактор та, чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕк кĕлеткисем те, хăйăр лаптăкĕ те... Ытти хăш-пĕр техника та вырнаçтарасшăн, малалла пуянлатасшăн тата çĕнетесшĕн площадкăна _ çапла каларĕ Оксана Валерьевна.
Семеновсен хăйсен виçĕ ача: кăçал тăваттăмĕш класа кайма пуçтарăнакан Даша, Арсений ?вăл та шкула çÿрет/ тата пĕр çулталăкри Лев. Ача-пăча площадкине ÿкерсе илнĕ чухне Дашăпа Лев шăпах унта вылятчĕç.