АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăлан нăрри

01 августа 2017 г.

Çутçанталăка упрасси - кашни çыннăн тивĕçĕ. Авалхи несĕлĕмĕрсем хăйсен тĕнĕнче çак шухăша тĕпе хурсах пурăннă. Шел пулин те, паянхи кун пирĕнтен нумайăшĕ çынсем те çутçанталăк пайĕ пулнине манать, тăван тавралăха калама çук пысăк сиен кÿрет. Экологи тесен чылайăшĕ урамра çÿп-çап пăрахмалла марри çинчен шутлать. Паллах, ку та тĕрĕс. Анчах та асăннă ăслăлăх çутçанталăка тĕплĕн хÿтĕлессине те, çынпа ытти чĕрчун çураçулăхра пурăннине те, хамăрăн пĕчĕк юлташсемпе ÿсен-тăрана упрассине те пĕрлештерсе тăрать. Чăваш Енре сайра тĕл пулакан курăксемпе кăпшанкăсем пайтах. Вĕсенчен пĕри – пăлан нăрри (Lucanus Cervus). Çак кăпшанкăн республикăри пĕртен-пĕр популяцийĕ Тăвай районĕнчи Йăнтăрчă çумĕнчи юманлăхра çеç тĕл пулнине пĕрре мар илтнĕ-тĕр ĕнтĕ. Тăвай шкулĕнчи биологи вĕрентекенĕ Альбина Петровна Михайлова тăрăшнипех асăннă вĕрентÿ учрежденийĕнче ăс пухакансем пăлан нăррисене çулсеренех тĕпчеççĕ. 2012 çул вĕçĕнче район центрĕнчи шкулта вĕренекенсем çак кăпшанкă Сăхăтпуç çумĕнчи вăрманалла та куçса пынине палăртнă. Кăçал вара вĕсене Ураскасси ялĕ çумĕнче асăрханă. Пăлан нăрри – Европăри чи шултра кăпшанкă, апла пулин те вăл питĕ черченкĕ. Çак нăрă ватă юманлăхсенче тата хутăш вăрмансенче кăна пурăнма пултарать. Çитĕннĕ кăпшанкăсем те çу уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа утă уйăхĕн варриччен кăна пурăнаççĕ. Çанталăка пула каярах тухма пултараççĕ. Хурчĕсем вара 4-6 (хушăран 8) çул аталанаççĕ. Ĕлĕкрех пĕр ама вăтамран 50-100 çăмарта тума пултарать тесе шутланă, анчах та юлашки тĕпчевсен кăтартăвĕсем тăрăх, вĕсен шучĕ 20-рен те иртмест. Пĕр пайĕ кирлĕ пек аталанаймасть, çавна май, нăрăсен шучĕ те вăйлах ÿсмест. Асăннă кăпшанкă йышĕ нумай сăлтава пула чакать: вăрмансене каснăран та, вĕсене хăрнă йывăçсенчен «тасатнăран» та, коллекционерсемпе уйрăм çынсем тытнăран та. Йăнтăрчăри популяци пирки пĕрре мар пĕлтернĕ ĕнтĕ, манăн Ураскассинчи пирки калас килет. Ял халăхĕн çак кăпшанкăсем харпăр хăй пахчисене вĕçсе килнĕшĕн пăшăрханма сăлтав çук. Нăрăсем пысăк пулин те (7 сантиметр вăрăмăш), вĕсем чĕрĕ йывăçсене те, вĕсен тымарĕсене те сиен кÿмеççĕ. Аталану тапхăрĕ хăрнă йывăç вуллинче кăна иртме пултарать. Пăлан нăррисен хурчĕсем персе аннă, çĕрме пуçланă йывăçа çеç çиеççĕ, чĕррине амантмаççĕ. Çавна май çĕре илпеклĕ, гумуслă тума пулăшаççĕ. Çитĕннĕ кăпшанкăсем вара çулçăллă йывăçсен (ытларах чухне юманпа çÿçе) сĕткенĕпе тăранса пурăнаççĕ. Паянхи кун вăрмансенче хăрнă, персе аннă йывăçсем пайтах, çавна май нăрăсен хăйсен йышне ÿстерме майсем çителĕклĕ. Ураскасси ялĕ çумĕнче асăннă кăпшанкăсене Турикас хыçĕнчи вăрманта асăрханă. Вĕсем таврари пахчасене вĕçсе кĕнине икĕ çамрăк асăрханă. Пĕри – Элпуç шкулĕнче ăс пухакан Денис Иванов (аçине курнă), тепри – эпĕ (амине тупнă). Çавăнпа та Ураскассинчи Турикасра пурăнакансене сĕнетĕп – пахчăрсенче пăлан нăррисене асăрхарăр пулсан, тархасшăн, ан тытăр, аталанма тата ĕрчеме ан чăрмантарăр. Çутçанталăк йăнăш тумасть, ăна шухăшне пурнăçа кĕртме пулăшса çеç пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика