АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕртнĕ

01 августа 2017 г.

Раççей правительствин Постановленийĕпе килĕшÿллĕн, утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчен çул-йĕр правилисене улшăнусем кĕртнĕ. Çакна, паллах, ытахальтен туман. Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ачисене машинăра манса хăварни час-часах тĕл пулнă. Çавна май нумай шăпăрлан шар курни паллă.
Çĕнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн, ачасене 2 ушкăна уйăраççĕ: 7 çултан кĕçĕнреххисем тата 7-12 çултисем. Вĕсене автомобиле лартмалли йĕрке те ăрасна. Халĕ 7-12 çулти ачасене автомобильсен хыçалти ларкăчĕсем çинче ятарлă креслăсăр та илсе çÿреме юрать, паллах, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çаклатмаллах пулĕ. 12 çул тултарман шăпăрлана малти ларкăч çине лартас тесен ятарлă кресло туянма тиветех.
Паллă ĕнтĕ, ачасене мотоциклсен хыçалти ларкăчĕ çинче те, пысăк тиевлĕ автомобильсен борт платформиллĕ кузовĕнче те илсе çÿреме юрамасть. Унсăр пуçне 7 çула çитмен ачана автомобильте 5 минутран ытларах вăхăта пĕччен лартса хăварсан та штраф тÿлеме лекĕ. Тĕрлĕ йĕркене пăхăнманшăн унăн калăпăшĕ 3 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин таранах. Çавăнпа та асăрхануллă пулăр.
Асра тытăр, çĕнĕ йĕркене чăн пурнăçра пулса иртнĕ инкексене шута илсе йышăнаççĕ. Тен, вĕсене пула тăкакĕ те пысăкрах пулĕ, анчах çакă пепке пурнăçне упраса хăварма пулăшатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика