01 августа 2017 г.
А.Дюма (ашшĕ) - французсен паллă писателĕ. Вăл хăйĕн мыскараллă романĕсене пула пĕтĕм тĕнчипе пĕлекен çыравçă пулса тăнă. Çавăн пекех вăл драматургире тата журналистикăра та лайăх специалист, ăста пулнипе палăрнă.
Малтанхи вăхăтра Александр Дюма журналсем валли пьесăсем, водевильсем тата статьясем çырнă. Унăн “Охота на любовь” пĕрремĕш водевильнех сцена çине кăларни писателе питĕ хавхалантарнă, вăл вара çийĕнчех “Генрих III и его двор” драма çырма тытăннă. Çавăнтанпа Дюма хайлавĕсене вулакансем яланах хапăлласа йышăннă.
1830 çулта унăн “Изабелла Баварская” ятлă историллĕ пĕрремĕш романĕ кун çути курнă. Çав вăхăтрах вăл историллĕ-приключениллĕ произведенисем çырать, вĕсем ăна тĕнчипех чап тата хисеп кÿреççĕ. Çакăн пек хайлавсен шутне “Три мушкетера” трилоги, “Двадцать лет спустя”, “Виконт де Бражелон, или Десять лет спустя”, “Королева Марго”, “Сорок пять” тата ыттсем те кĕреççĕ.