28 июля 2017 г.
Чăваш Енре пурăнакансене мĕн пăшăрхантарать-ши; Ыйтусене татса пама тесе республикăра 2015 çултанпа «Халăх тĕрĕслевĕ» («Народный контроль») портал ĕçлеме пуçланă.
Халăх унпа анлă усă курать тесен те йăнăш пулмасть, мĕншĕн тесен асăннă портал калама çук меллĕ. Кашни çын хăйне пăшăрхантаракан ыйтăва килтен тухмасăр пама пултарать. Унсăр пуçне ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хуравне те 10 кунрах параççĕ.
Ыйту парас текенсен пĕр япала çеç тăвас пулать – Патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленмелле. Çак ĕçе тума йывăр мар, анчах та вăл çынсен пурнăçне сисĕнмелле çăмăллатать.
«Халăх тĕрĕслевĕ» порталпа усă куракансем хăйсен ыйтăвне чăвашла та, вырăсла та пама пултараççĕ. Кăлтăк сиксе тухнă вырăна сăн ÿкерсе илме, карта çинче кăтартма май пур. Кашниех харпăр хăй кабинетĕ-нче ыйтăва еплерех татса панине сăнаса тăма пултарать. Çакă, паллах, ĕçе сисĕнмелле хăвăртлатать.
Порталпа усă куракансене ыйту пама меллĕрех пултăр тесе 8 чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр суйласа илнĕ: «Çурт-йĕ-рпе коммуналлă хуçалăх кÿ-рекен çăмăллăхсем», «Çыхăну», «Социаллă сфера», «Услам (Бизнес)», «Экологи», «Инфратытăм тата тавралăха хăтлăх кĕртесси», «Çул-йĕр» тата «Ял хуçалăхĕ».
Кăçал утă уйăхĕн пĕрре-мĕш çурри тĕлне «Халăх тĕрĕслевĕ» портала 913 ыйту янă. Пурне те тĕрĕслев витĕр кăларнă, вĕсенчен 75-шĕ йĕркене пăхăнманни палăрнă, çавăнпа та вĕсене пăхса тухман, ытти 838-шне вара ятарлă министерствăсемпе ведомствăсене ярса панă. Республикăра пурăнакансене çулсем япăх пахалăхлă пулни, тавралăха кирлĕ шайра тирпей-илем кĕртменни, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтересси ытларах пăшăрхантарать. Çакна та палăртмалла, порталпа усă куракансен 61 проценчĕ тĕрлĕ шайри влаç органĕсен ĕçĕпе кăмăллă.
«Халăх тĕрĕслевĕ» портала çулсеренех лайăхлатса пыма тăрăшаççĕ. Енчен те сире мĕн те пулин пăшăрхантарать пулсан, тÿрех «Халăх тĕрĕслевĕ» портала ыйту ярса памалла. Смартфонсемпе планшетсен хуçисем вара «Чăваш Енри халăх контролĕ» ятлă приложенипе те усă курма пултараç