28 июля 2017 г.
Ачасем шкул вĕренсе пĕтерсе каникулта канаççĕ халь, тепĕр вĕренÿ çулĕ иртрĕ çапла. Сисмерĕмĕр те тăхăнмалли тумтирсем, атă-пушмак пĕчĕкленсе юлчĕç. Тухса пăрахас - алă çĕкленмест. Тен, вĕсем тепĕр-тепĕр çемьери ачасем валли кирлĕ пулма пултараççĕ; - çакăн пек калаçнине илтме пулать хăш-пĕр чухне.
Чăн та, мĕншĕн усă курас мар-ха юрăхлă, лайăх япаласемпе; Вĕсем кивелме те ĕлкĕ-реймен-çке.
Халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен центрта август уйăхĕнче акци ирттеретпĕр. Çынсенчен юрăхлă кĕпе-тумтир, тĕрлĕ спорт формисем, кăранташ-ручка, сăрă-акварель тата вĕренме кирлĕ ытти япаласем те пуçтаратпăр. Вĕсене эсир Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 22-мĕш çуртра вырнаçнă центра пырса пама пултаратăр. Эпир вара вĕсене йывăртарах пурăнакан çемьери ачасем патне çитерĕпĕр.
Пĕр-пĕрне пулăшса ырă туни чăннипех сăваплă ĕç.
Акци вăхăтĕнче эсир нумай çемьене пулăшса ачасене савăнăç кÿме пултаратăр.