АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр

28 июля 2017 г.

Чутейри вăтам шкулта та иртнĕ кунсенче вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн тата ачасен сассисем илтĕнсе тăчĕç. Ĕçсене А.Гурина директор йĕркелесе пычĕ. Кашни класа, коридора сăрларăмăр, тасатрăмăр. Пирĕнпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те вăй хучĕ. Вĕсем пулăшнипе классене кĕске тапхăрта илем кĕртме май килчĕ. Ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăмах Н.Г.Петрова, Н.И.Малова, Л.А.Цырульникова, О.Г.Рожкова, А.И.Титова, Л.Г.Краснова, Е.И.Шерне, А.Н.Орлова, С.П.Куракина тăрăшуллă пулчĕç. Аслă классенчи ачасем _ Даниил Егоров, Ирма Петрова, Яков Кабартов, Александр Петров та ĕçлерĕç пирĕнпе пĕрле.
Вĕрентекенсемпе çамрăксем шкул таврашĕнчи илемшĕн, тасалăхшăн вăй хучĕç, пахча çимĕç йăранĕсене çумларĕç.
_Пĕрле тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Чун савăнать шкул çурчĕпе унăн таврашне хăвăрт çĕнетсе тирпейлеме май килнĕшĕн, пурне те тав тăватăп, çемйĕрсенче ăнăçу сунатăп, _ терĕюлашкинчен шкул директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика