АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенĕ те пĕчĕк мар

28 июля 2017 г.

Чылайăшĕн интересĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Интернетпа çыхăннă. Çав шутра ачасен пурнăçĕ-нче те вăл пысăк вырăн йышăнать.
Çитĕнсе пыракан ăру аслă çулхисенчен те ытларах компьютер умĕнче ирттерет. Паллах, унăн усси те пур. Унта ача-пăча кирлĕ информаци патне çул хывать, çĕнĕлĕхе алла илни аталанма, вĕренме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, тус-юлташ йышне ÿс- терме май парать.
Çав вăхăтрах сиенлĕ енĕсене те палăртар. Çамрăксенчен нумайăшĕ тĕрлĕ социаллă сетьсенче вăхăта ирттерет. Унсăр пуçне шкул ачи килти ĕçсене те унпа усă курса пурнăçлать. Хатĕррине Интернетра кăна шыранăран, ача пачах шутлама пăрахать. Çавăнпах унăн тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ самаях чакаççĕ. Интернет хăрушлăхĕ çакăнта кăна мар-ха. Пĕтĕм тĕнчери сетьре сиенлĕ информаци нумай. Вĕсемпе паллашни ачан çирĕпленмен ăс-тăнне хавшатать. Унсăр пуçне пушă вăхăтне компьютер умĕнче ирттернĕрен, ачасем çынсемпе хутшăнма пĕлмеççĕ. Интернетра чылай ларнăран, ача уçă сывлăшра сахал пулать, куç çивĕчлĕхĕ чакать, неврологи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ чир-чĕр пуçланать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине Интернетра ларма ятарлă çирĕплетнĕ вăхăт памалла, вăл мĕнле информаципе интересленнине тимлĕхре тытмалла. Усал сетьсене ан кĕччĕр тесен, фильтр е ятарлă программа вырнаçтармалла.
Чи хăрушши _ вăйăсем. Ача расна вăйăсене выляса хăй мĕнле майпа çав серепене кĕрсе кайнине те сисмест. Çул çитмен ачана пушшех те Интернет хăйĕн авăрне илет.
Сăмахран, эсир çемьепе канма кайма хатĕрленетĕр. Çавна май унта ача валли тĕрлĕ тумтир, кĕнеке е тетте илетĕр, анчах та сирĕн ача юлашкинчен телефон кирлине пĕлтерет. Унпа çухалса каясран усă курма пултарни лайăх-ха. Анчах та вăл вăхăта каллех Интернетра ирттерме шутлать-çке. Кун пек чухне аслисем тимлĕрех пулни, унăн пурнăçĕ-пе час-часах кăсăкланни инкек пуласран сыхлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика