АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кÿршĕсенче

28 июля 2017 г.

Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнче фельдшерпа акушер пунктне туса пĕтернĕпе пĕрех. Унăн лаптăкĕ 72 тăваткал метрпа танлашать. Унта ялти халăха кĕтсе илмелли, йышăнмалли, процедурăсем ирттермелли, эмелсем упрамалли, хывăнса тăхăнмалли тата тула тухмалли пÿлĕмсем пур. Çĕнĕ медицина пункчĕ вырăнти халăха пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерме кирлĕ. Вăрмар поселокĕнчи мĕн-пур предприятие тавралăха хăтлăхпа тирпей-илем кĕртме тухма сĕннĕ. Кĕçех район центрĕнчи кашни организаци ĕçченĕсем урамсене, тĕрлĕ объект çумĕнчи лаптăксене çÿп-çапран тасатĕç, ашкăрса ларакан курăка çулĕç, унсăр пуçне тирпейлĕхе çулталăк тăршшĕпе упраса тăрĕç. Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Павлов Европа шайĕнчи ăмăртура çĕнтернĕ. Ирланди çĕршывĕнчи Вэксфорд хулинче çак кунсенче кире пуканĕ йăтакансем пуçтарăннă. Вĕсем Европа Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Раççейпе Чăваш Ен чысне унта Александр Павлов та хÿтĕленĕ. 85 килограмлă виçе категорийĕнче вăл мала тухнă, халăхсем хушшинчи класлă спорт маçтăрĕн нормативне пурнăçлама пултарнă. Кĕçех çамрăкăн Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхне кĕрекен çĕршывсем хушшинче иртекен ăмăртăва хутшăнмалла пулĕ. Ешĕлвар (Зеленодольск) районĕнче пурăнакансене «Ватăсем валли усрав çемйи» ятлă проекта хутшăнма чĕннĕ. Тутарстанра ăна пĕлтĕртенпе пурнăçа кĕртеççĕ. Çапла майпа пĕччен пурăнакан ватăсене пĕр-пĕр çемьене вырнаçтараççĕ. Проекта тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем, интернат-çуртсенче пурăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Ватăсене усрава илнĕ çемьесене уйăхсерен укçан пулăшу парса тăраççĕ. Кÿршĕ республикăри Кайпăç районĕнчи Куланга станцийĕнчи тата Кÿлпуç ялĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем Апас районĕнчи Аспапа ятлă чăваш ялĕнче иртнĕ Питрав уявне хутшăннă. Ĕç-пуç палăртнинчен каярах, çак кунсенче кăна иртнĕ. Палăртмалла, уява Чăваш Енрен те хăнасем кайнă. Питрава хутшăнакансем хăйсен пултарулăх номерĕсене Аспапари чиркÿ çумĕнче йĕркеленĕ сцена çинчен кăтартнă. Курма килекенсем валли ятарлă саксем вырнаçтарнă. Ватăсем концерт пăхса киленнĕ, çамрăксем вара вăйă картине тăрса Питрав такмакĕсем каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика