25 июля 2017 г.
Чăваш Енре ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ питех çивĕч мар пулин те, ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республикăра ĕçлеме пултаракан çынсен 0,7 проценчĕ кăна е 4,5 пин çын официаллă майпа ĕçсĕр шутланать. Уйрăмах лайăх кăтартусем Каçал, Çĕрпÿ тата Муркаш тăрăхĕсенче. Чăваш Енри ĕçпе социаллă хÿтĕлев министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра хальлĕхе 17,5 пин ĕç вырăнĕ пур. Паллă ĕнтĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ятарлă центрсен тÿпи пысăк. Эпир те Тăвайра вырнаçнă çакнашкал учреждение çитсе килтĕмĕр. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем пире кăçалхи пĕрремĕш çур çулти кăтартусемпе паллаштарчĕç. Вĕсен ĕçĕ нумай енлĕ пулнăран, эпир хамăра кăсăклантаракан ыйтусене çĕклерĕмĕр. Ачапа ларнă чухнех вĕренеççĕ Юлашки çулсенче Чăваш Енре демографи ыйтăвĕ лайăхланса пырать, çавна май ача пăхса килте ларакан çамрăк амăшсен йышĕ те пысăк. Вĕсенчен чылайăшĕ шăпăрланĕ 3 çула çитнĕ хыççăн пĕр-пĕр ĕçе вырнаçасшăн. Предприятисене вара ĕçе лайăх ăнланакан специалистсем кирлĕ. Çавăнпа та çамрăк амăшсем ача пăхнă вăхăтрах пĕр-пĕр ăсталăха алла илеççĕ. Районта та ун йышшисем çук мар. «Çулталăк пуçланнăранпа кăна 6 хĕрарăм ĕçпе тивĕçтерекен центра килсе пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен иккĕшĕ ĕçе вырнаçнă, иккĕшĕ вĕренет, тата тепĕр иккĕшĕ вара авăн уйăхĕнчен пĕлÿ илме тытăнĕ. Халĕ районта алă-ура чĕрнисене илем кĕртме, тутлă апат-çимĕç пĕçерме пĕлекенсем тата предприятисен 1С программăпа ĕçлеме пултаракан операторсем нумайланнă. Çакă, паллах, питĕ паха, мĕншĕн тесен çамрăк амăшсен халĕ ăçта ĕçлесси пирки пуç ватса ларма кирлĕ мар – специальноç пур», - пĕлтерчĕ центрта ертсе пыракан инспекторта тăрăшакан Наталья Новикова. Усă та, тупăш та кÿрет Çуллахи тапхăрта нумай шкул ачи ĕçсĕр аптăрать, çавна май хăшĕ-пĕри сиенлĕ йăласемпе туслашма та, йĕркене пăсма та пултарать. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче вăй хуракансем вара çак пулăма ниепле те тимлĕхсĕр хăварма пултараймаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кăна 200 шкул ачине вăхăтлăх ĕç тупса панă. Вĕсенчен пысăк пайĕ тăван ял тăрăхĕнче е шкулĕнче тавралăха хăтлăхпа тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлет. Шалăвăн пĕр пайне шкул е пĕр-пĕр предприяти тÿлет, теприне вара - халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. Çавна май ачасем тăван еншĕн усăллă ĕç те тăваççĕ, 2-3 пин тенкĕ укçаллă та пулаççĕ. «Çакнашкал çамрăксем хушшинче йывăр шăпаллă е нумай ачаллă çемьерисем те пур. Вĕсемшĕн вăхăтлăх çăмăл ĕç - пысăк пулăшу. Мĕн пĕчĕкрен йĕркене пăсма хăнăхнă ачасемшĕн вара общество ĕçĕ калама çук усăллă. Вăл яваплăрах, ырăрах пулма хăнăхтарать», - палăртрĕ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Регина Степанова. Ĕçченлĕхĕшĕн ырлаççĕ Çĕршывра 2020 çулччен «Хăтлă тавралăх» ятпа анлă программа пурнăçа кĕрсе пырать. Ăна сусăр çынсен пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Вĕсене ĕçпе тивĕçтересси те, паллах, пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. «Паянхи кун районта ĕçлеме пултаракан 448 сусăр, вĕсенчен 62-шĕ хăйсем ĕç тупса ĕçлеççĕ, тепĕр 31-шне эпир пулăшнă. Çулталăк вĕçлениччен пулăшу ыйтнă инвалидсен 35 процентне ĕçпе тивĕçтерес пулать. Сусăрсемпе ĕçленĕ чухне йывăрлăхсем чылай, мĕншĕн тесен вĕсенчен нумайăшĕ килте пурăнма хăнăхнă, льготăсемпе ытти çăмăллăха çухатасран питĕ шикленет. Çавăнпа та кашнинпе уйрăм тĕл пулма тивет. Çитес вăхăтра Енĕш Нăрвашпа Чутей ял тăрăхĕсене кайса килме палăртрăмăр. Районта предприяти сахалрах пулнăран-ши е тата ытти сăлтава пула сусăрсем валли ĕç вырăнĕ тупма самай йывăр. Е, сăмахран, пысăк пĕрлешÿсенче инвалид-çынсем валли ваканси пур, анчах та унта ĕçлеме килĕшекене тупма çукрах. Эпир, паллах, май килнĕ таран хамăр тивĕçсене пурнăçласа пыма тăрăшатпăр, ĕçлес текен сусăрсене ĕçпе тивĕçтеретпĕрех. Паллă ĕнтĕ, вĕсенчен нумайăшĕн йывăр япала тума юрамасть – сывлăхĕ май памасть. Çакна та шута илетпĕр. Районти ĕçлекен инвалидсенчен чылайăшĕ тавралăха хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ĕçре, тĕрлĕ предприятипе учрежденире вăй хурать. Ертÿçисем вĕсене ырлаççĕ, яваплă та ĕçчен пулнине палăртаççĕ. Акă, сăмахран, халăха социаллă пулăшу паракан центрта пĕр хĕрарăм ĕçлет – Надежда Васильева. Вăл ачасене канма кайма путевкăсем илме пулăшать. Центртан пĕлтернĕ тăрăх, Надежда маттур, ĕçне тĕплĕн, тăрăшса пурнăçлать. Çакă пире, паллах, савăнтарать», - пĕлтерчĕ ертсе пыракан инспектор Наталья Иванова. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, паянхи кун ĕçлес текен кашни çыннах ку енĕпе пулăшаççĕ. Кăмăл пуррине çеç пĕлтермелле, вара вĕренме те ярĕç, ĕç вырăнĕ те тупса парĕç. А.АЛЕКСАНДРОВ.