АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитмĕл пиллĕкри комбайнер

21 июля 2017 г.

Çитмĕл пиллĕкри комбайнер

Александр Никитич Моисеева, Киччĕ маттурне, унчченех пĕлнĕ-ха эпĕ. Халĕ мана ун çинчен таврара пурте пĕлекен Валерий Кузьмич Кузьмин предприниматель аса илтерчĕ: “Киччĕри ман кÿршĕм çитмĕл пиллĕкре те комбайнпа кĕрлеттерет”, - терĕ уншăн чăннипех те савăнса. Хăйсен ялĕнчи “1-ое Мая” колхозра механикчĕ вăл иртнĕ ĕмĕрте. Кайран колхозĕсене те пĕрлештерсе пăхрĕç. Мучарти “25 лет Октября”, Кĕршери “Дружба”, Киччĕри “1-ое Мая” колхозсене пĕр тĕвве çыхса, чылай пысăк хуçалăх туса хучĕç. Унтан, темиçе çул иртсен, пĕрех саланчĕ çав пысăклатнă предприяти. Кирлĕ пек туртаймарĕ курăнать хăйне пилленĕ лава. Кирек епле экономика та чи малтанах хăв туса илекен продукципе, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Пĕрлешнĕ вăйсăр хуçалăхсен вара вăл ытлашши марри паллă, çавăнпа ураланса кайма йывăр пулнă. Чăн та, коллектив пуçĕнче кам пулнинчен те килет хуçалăх епле йĕркеленсе каясси.
Александр Моисеев хăйĕнчен мĕн килнине тума тăрăшнă, паллах. Аслă вăрçăн йывăр çулĕсенчи апрельте çуралнă пулсан та, çурхи тĕнче вăй-хăватне ăша хывса юлнă вăл. Вăхăт çитсе çар службине кайиччен пĕр çулталăк Канашри механизаци шкулĕнче вĕренме ĕлкĕрнĕ. Çар хĕсметĕ-нчен тăван ялне иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен варринче самай çирĕпленсе таврăннă. Малалла кам пулас, мĕне вĕренес пирки те нумай пуç ватма тивмен. Хĕсметрен килсенех трактор çине ларнă, çуркунне суха кассине тăнă. 1967-1968 çулсенче трактор бригадин бригадирĕсен курсĕнче вĕренсе пĕлĕвне ÿстернĕ, пĕчĕккĕн ертÿçĕ хăнăхăвĕсене те алла илнĕ. Каярахпа Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче механизаци уйрăмĕнче вĕреннĕ. Техника патне туртăм çавăн пек вăйлă пулнă унăн. Ку вăл ман шухăшсем мар, Александр Никитич хăй çапла каларĕ. Çавăнпа вăл трактор-комбайнпа та ĕçленĕ, механикпе бригадир тивĕçĕсене те пурнăçланă - нихăшне те тиркенине каламасть. Ăша выртакан, усă паракан ĕç хăй çавăн пек пулĕ вăл. Уçă кăмăллă, кал-кал та ĕçчен çын Александр Никитич. Çамрăклăх çулĕсенче пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен вăл. Казахстанра практикăра пулнă, Алтай крайĕнчи “Победа” колхозра - вăл тĕреклĕ те пысăк хуçалăх - комбайнпа тырă çапнă, чылайччен штурвала алăран яман. Красноярск крайĕнче те тырă вырса пухнине калать. С-6 комбайна трактор сĕтĕрнĕ пулсан та, таса выратчĕ, тет. Çĕр ĕçченĕ мĕн лайăххине е начаррине пĕлет ĕнтĕ. Чунне парать-çке вăл çав ĕçшĕн.
- Чунне парать тенĕрен, пĕлтĕр вăл Киччĕри тата Чутейри уйсенчи пин-пин центнер тырра çапса тĕшĕлерĕ. Уйран ĕшенсе таврăнсан та савăнатчĕ çĕнĕ тыр-пулшăн”, - каласа парать хăй те çĕр лаптăкĕ тытакан кÿрши Валерий Кузьмич Кузьмин предприниматель, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ. Сăмах майăн асăнсан, Питравра така та пĕрле пуснă вĕсем. Анчах эрехпе туслă мар Моисеев, пирус та туртмасть - сывă пурнăç йĕркине мала хурать. Çынсене ырă тăвасси, пулăшасси чунра унăн. Пĕрисене акă хурт çăвăрĕ панă вăл кăçал. Теприне радиатор сапласа пулăшнă - пурне те каласа пĕтереймĕн.
Халĕ Александр Никитич вăтăр-хĕрĕхре мар ĕнтĕ, çитмĕл пиллĕкри опытлă çĕр ĕçченĕ. Техники те унчченхи СК-3, СК-4 е СК-5 мар, харăсах 7 метр сарлакăш тырă вырса çапакан ку чухнехи хăватлă “Палессе” комбайнпа хире тухать вăл. “Кабинăри компьютера, ытти электронлă приборсене хăвăртах алла илтĕн-и;” - ыйтатăп Моисеев комбайнертан.
-Ятарласа механизацие вĕреннĕ вĕт-ха эпĕ тата паянхи кунран юлсан малалла каяймăн, - хуравлать вăл куларах.
Кăçалхи вырмана Тăвайри “Дорстрой” ОООра тĕрлĕ техникăпа ĕçлекен ывăлĕпе Николайпа пĕрле хутшăнасшăн вăл. Хăй штурвал умĕнче тĕп комбайнер, ывăлĕ ăна пулăшаканĕ пулĕ. “Уй-хир карапне” уя кăлармашкăн юсама пуçланă. Иртнĕ вырсарникун ашшĕпе ывăлĕ çĕнĕ Лада Веста автомобильпе иккĕшĕ те пĕрле çула тухрĕç Киччĕ-рен Чутей ялне. Комбайнĕ тĕп усадьбăра пулнăран, юсава та унта çÿреççĕ. Николай - пилĕк ачаран пĕри. Ыттисем Шупашкарта пурăнаççĕ. Ку - ашшĕ-амăшĕпе Юлия Петровнапа тата Александр Моисеевичпа пĕрле тĕпленни. Çурчĕсем, хуралтисем лайăх вĕсен, кил хуçалăхра ĕне, сурăхсем, пыл хурчĕсем, кроликсем, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Пĕрлехи вăйпа выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, кирлĕ пек пăхаççĕ. Ялта - 56 ĕне, вĕсенчен пĕри - Моисеевсен. Арçынсем килте çук чухне Александр Никитичăн мăшăрĕ Юлия Петровна ытларах тăрмашать кил хуçалăхра е кил пахчинче. Вăл - çулĕпе çитмĕлте. Ялтах чĕрĕк ĕмĕре яхăн складсен заведующийĕ-нче тимленĕ. Халĕ те, паллах, алă усса лараймасть. Ял çыннисем нумайăшĕ çапла эпир.
Ĕлĕкрех пулсан, çак утă уйăхĕн вĕçнелле ял çыннисем пăрçа çулма, кĕрхи ыраш çапса илме тухнă. Кăçал вырма, тырпул пухса кĕртесси, каяраха юласси паллă. “Апла пулин те, техникăна хатĕрлессине тăсса пырас пулмасть ĕнтĕ, вырма хĕрÿ вăхăт, яваплă тапхăр. Çитменнине, вăл мĕнлерех пуласси пирĕ-нтен, çĕр ĕçченĕсенчен кăна мар, çанталăкран та килет-çке. Çавăнпа кирек епле лару-тăрăва та хатĕр пулмалла”, - çапла шутлать 75-ри Александр Никитич Моисеев комбайнер. Тĕрĕс, нимĕн те хирĕçлеймĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика