21 июля 2017 г.
Кăçалхи çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май çĕршывĕпех çутçанталăка упрассипе çыхăннă тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ, çĕнĕ объектсем хăпартаççĕ. Чăваш Ен те çак ĕçсене хастар хутшăнать. Кĕçех, сăмахран, Атăл шывне тасалăхра упрас тесе республикăра çĕнĕ объект тăвĕç. Каяш шывĕсене биологи мелĕпе тасатма май паракан сооруженине «Вăрманти юмах» ача-пăча санаторийĕнче хăпартма тытăнасшăн.
Ку ĕçе еплерех йĕркелессине çак кунсенче республикăри сывлăха сыхлас ĕç министерствинче ирттернĕ канашлура сÿтсе явнă. Ĕç-пуçа асăннă ведомство ертÿçин çумĕ Светлана Ананьева тата санаторин тĕп тухтăрĕ Елена Гурьева та хутшăннă.
Ĕçсене пурнăçлакан подряд организаципе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Контрактра палăртнă тăрăх, канализаци сечĕсене улăштарĕç тата каяш шывĕсене тасатакан çĕнĕ тытăм йĕркелĕç. Çак ыйтăва татса пама республика хыснинчен 14 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă.
Сывлăха сыхлас ĕç министерствинче ирттернĕ канашлура ĕçсене мĕн вăхăтра пурнăçлассине, строительство культурин принципĕсемпе усă курассине, экологи йĕркисене пăхăнассине сÿтсе явнă. Подряд организацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, каяш шывĕсене биологи мелĕпе тасатакан сооруженине чÿк уйăхĕнче, хĕллехи сивĕсем çитиччен вĕçлеме палăртнă. Ĕçсене еплерех тунине вара республикăри строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин «Пĕрлехи заказчик служби» тимлесе тăрĕ.
Светлана Ананьева палăртнă тăрăх, çĕнĕ сооруженине санатори лаптăкĕнче тунă май, хăрушсăрлăх йĕркисене те тĕплĕн пăхăнмалла, ачасен канăвне пăсма юрамасть. Çавăнпа та строительство ĕçĕсене 3-мĕш смена вĕçленсен, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçлама йышăннă.
Елена Гурьева вара çакнашкал пысăк проекта Экологи çулталăкĕнче пурнăçлани уйрăмах курăмлă пулнине каланă. Вăл палăртнă тăрăх, «Вăрманти юмах» санатори «Кăвак чарлан» федераллă сыхлав лаптăкĕнче вырнаçнă, çавăнпа та вырăнти çутçанталăка ачасем валли сыхласа хăварасси тĕп вырăнта пулмалла.