АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотик сиенĕ çинчен

21 июля 2017 г.

 Юлашки çулсенче наркотиксемпе тĕрлĕ психоактивлă япаласем пирĕн обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш енре 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çапах та ку вăл статистика кăтартăвĕ кăна, нарколог-тухтăрсем патне лекменнисен шучĕ те пĕчĕкех мар. Тĕпрен илсен, çак серепене 18- 30 çулсенчи çамрăксем çакланнине палăртмалла. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш енпе чикĕллĕ регионсенче (Тутарстан, Чулхула облаçĕ) ытларах пулнине асăнмалла. Сăнанă тăрăх тата статистика кăтартăвĕсемпе, 2016 çулта наркотикпа иртĕхекенсен тата чирлисен шучĕ умĕнхи çулхипе танлаштарсан 6,9 % чухлĕ чакнă. Уйрăмах çул çитмен ачасем хăрушлăх ушкăнне ăс-тăнĕ çирĕпленсе çитменнипе, аслăраххисен витĕмĕпе хăвăрт çакланаççĕ. Тата ачасен пурнăçĕ ытларах çемьери лару-тăруран, тус – юлташĕсен ушкăнĕнчен килет. Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен, ача садне çÿренĕ вăхăтранах сывă пурнăç йĕркине тытма вĕрентсе, хăнăхтарса пымалла. Шкула кайсан, кружоксене, секцисене çырăнтармалла, спортпа туслаштармалла. Ача психотроплă хатĕрсем тутанма пуçланине çак паллăсем кăтартаççĕ: - шкулта япăх вĕренме пуçлать; - малтан килĕшнĕ япаласем патне интересне çухатать; - кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ час-часах улшăнать, апат питĕ сахал çиет; - куç шăрçисем пĕчĕккĕ е питĕ пысăкланса кайнă; - çĕнĕ юлташсемпе туслашма пуçлать тата вĕсемпе ашшĕ-амăшĕнчен пытанса калаçать; - килтен укçа çухалнине сисме пулать; - япаласем хушшинче шприцсем, тĕрлĕ хутăшлă пакетсем, пипеткăсем тупма пулать. Наркотикпе минренĕ çын хăйне урăхла, ÿсĕр çын майлăрах тытать: хăш чухне сăлтавсăрах кулать е çилленсе каять, куçĕсем хăйне евер йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, хăвăрт хĕрÿлленсе калаçать. Наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăха кăна. Вăл пĕтсенех асапĕсем пуçланаççĕ, çын хăйне япăх туйма пуçлать. Вара вăл каллех наркотик шырама пуçлать. Наркологи диспансерĕнчи наркомансем хушшинче темĕнле шăпаллисем те пур. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Ирина – 25 çулхи хĕрарăм. Мăшăрĕ наркотиксемпе пĕрмай иртĕхнипе вилнĕ. Вăл вара виçĕ çулхи хĕрĕпе амăшĕ патне таврăннă. Иринăна пулас упăшки 18 çултах наркотикпа паллаштарнă. «Çунатсăрах вĕçме пулать, тутанса анчах пăхатпăр», - тенĕ каччи. Анчах та тутанса пăхнă хыççăн вĕсем чарăнайман. Ача çуралсан та вĕсемшĕн çак наркăмăш пĕрремĕш вырăнта пулнă. Ирина халĕ хăй питĕ куляннине пĕлтерет. Мĕншĕн тесен, института вĕренме кĕнĕскер, малалла вĕренейменни, çемье арканни, чĕре, пĕвер чирĕсемпе, ВИЧ инфекцийĕ ернипе сывлăхĕ хавшани питĕ пăшăрхантарать. Пĕчĕк хĕрĕ те сывах мар. «Мĕншĕн малтантарах çак сиенлĕ йăлана пăрахман-ши тата сипленме пуçламан-ши?», – тесе кулянать хĕрарăм. Çакна каласа хăварар, пирĕн республикăра наркоманипе чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама условисем пур. Республикăн наркологи диспансерĕнче наркологсем, психологсем, социаллă пулăшу паракан специалистсем ĕçлеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче серепене çакланнă çынсене медицина пулăшăвĕсĕр пуçне ĕç те тупса параççĕ, ниçта пурăнма çуккисене вăхăтлăха пурăнмалли çурта вырнаçтараççĕ. Психологсем вара çемьери хутшăнусене майлаштарма пулăшаççĕ. Тепĕр майлă каласан, чирлĕ çынсене çĕнĕ пурнăç парнелеççĕ. Реабилитаци уйрăмĕнчех наркомансен анонимлă ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. Çакăн пек пулăшăва илме наркологи диспансерĕн Шупашкарти Пирогов урамĕн 6 - мĕш çуртĕнче вырнаçнă реабилитаци уйрăмне чĕнетпĕр. 23-41-82, 58-03-84 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика