21 июля 2017 г.

Çемье, юратупа шанчăклăх - пурнăçăн чи ырă пулăмĕсем. Вĕсем çинче тытăнса тăрать те пурнăç тĕвви. Вĕсем пирĕн кун-çула пуянлатаççĕ, малашлăха пурнăçра шанăçпа пăхма, çемьене çирĕп тытса пыма пулăшаççĕ. Чăваш Енре Амăшĕ-пе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, эпир, Тăрмăшри культура çуртĕнче ĕçлекенсем, сумлă мăшăрсене хăнана чĕнтĕмĕр. Уяв ячĕпе Культура çурчĕн ертÿçи Е.Матросова ăшшăн саламларĕ, асăнмалăх парнесем пачĕ. Л.Андреева библиотекарь Петрпа Феврони çветтуйсен ячĕпе ирттерекен уяв çинчен кĕскен каласа пачĕ, вăйă та выляттарчĕ. Упăшкисем хăйсен юратнă арăмĕсене чечек çыххисем пачĕç. “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕн членĕсем юрăпа саламларĕç.
Чĕннĕ хăнасенчен чи асли - Григорий Николаевичпа Зоя Никитична Павловсем. Вĕсем 52 çул пĕрле килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕ-ри юратса пурăнаççĕ. Пилĕк ача пăхса ÿстерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ ывăлĕ Ленинградри пушар чаçĕн аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Николай Григорьевич Тăвайри пушар чаçĕн начальникĕнче тăрăшать, Петр Григорьевич - Канашри пушар чаçĕн ертÿçи, Володя ялтах пурăнать, Мускава ĕçлеме çÿ-рет. Валентина хĕрĕ Севастопольте тĕпленнĕ, Ольга вара Тăвайĕнче вĕренÿ системинче вăй хурать. Ачисем пурте çемьеленнĕ, ашшĕ-амăшĕ патне килсе пулăшсах тăраççĕ.
Григорий Павлов - ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ. Ялти шкулта физика предметне вĕрентнĕ, нумай çул директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, директорта вăй хунă. Унăн Тăрмăш шкулĕнчи ĕç стажĕ 42 çул. Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçĕнчи вара 46 çултан та иртет. Обществăлла ĕçсене яланах кăмăлтан хутшăнать, кирлĕ сĕнÿ-семпе канашсем парать.
- Ĕçлеме хăш шкулта пуçла-рăр-ха; - тесе ыйтрăм Григорий Николаевичран.
- Пĕрремĕш урока Вăрнар районĕнчи Уртеменкассинчи шкулта ирттерни халĕ те асрах. Ун хыççăн Ямаш шкулĕнче пĕр çул, Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта икĕ çул ĕçлерĕм, ыттисене - Тăрмăшри вăтам шкулта, - терĕ ăста вĕрентÿçĕ. Яланах яваплăха туйса, ĕçтешĕсемпе канашласа ĕçлетчĕ вăл.
Мăшăрĕ Зоя Никитична та мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта лаборантра ĕçленĕ, ăна та “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ят парса чысланă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ ĕçчен ветерансем, кермен пек кил-çурт çавăрнă вĕсем.
Александр Петровичпа Елена Павловна Егоровсем 46 çул пĕр çулпа утаççĕ. Виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Кашнин хăйĕн çемйи. Аслă ывăлĕ Володя ялтах тĕпленнĕ, хĕрĕ Наташа Шупашкарти больницăра ĕçлет, çемйинче ывăлпа хĕр çитĕнет. Павăл ывăлĕ çемйипе килтех пурăнать. Женя мăнукне пăхма пулăшаççĕ аслашшĕпе асламăшĕ.
Александр Петрович физкультура учителĕн профессине илнĕ, Енĕш Нăрвашри шкулта 18 çул вĕрентнĕ, каярахпа Канашри универбазăра, колхозра та ĕçленĕ. Мăшăрĕ Елена Павловна ĕçне шкулпа çыхăнтарнă. 30 çул ытла делопроизводительте тăрăшнă, çавăнтанах канăва тухнă. Выльăх-чĕрлĕхне те тытаççĕ маттурскерсем, кил-çуртне те йĕркелесе-типтерлесе тăраççĕ.
Василий Павловичпа Надежда Никитична Петровсем 42 çул пĕр-пĕрне ăнланса та хисеплесе, пулăшса такăрлатаççĕ пурнăç сукмакĕпе. Икĕ ывăлĕ, Сашăпа Миша, строитель профессине алла илсе ĕçлеççĕ, хĕрĕ Алена Канашра çĕвĕçре тăрăшать.
Василий Павловичăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Стропальщикре чылай çул тăрăшнă, колхозра шоферта, трактористра, шкулта завхозра, хуралта ĕçленĕ. Ÿркенмен, çĕннине пĕлме ăнтăлакан арçын пур ĕçе те пултарнă. Надежда Никитична Канашри професси пĕлĕвĕ паракан училищĕре вĕренсе фрезеровщик специальноçне илнĕ. Нумаях ĕçлеймен, çемьеленнĕ. Ялти почта уйрăмĕнче 10 çул ытла почтальонкăра, унтан мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ялти вăтам шкулта техслужащире тимленĕ. Надеждăн ашшĕ Никита Архипович хăй вăхăтĕнче ĕç, ÿнер урокĕ-сене вĕрентнĕ, тем тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтернĕ шкул пахчинче, ачасене те çак ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Надежда Никитична ВДНХна кайса курма тивĕçлĕ пулнă. Халĕ те вăл килĕнче тĕрлĕрен пахча çимĕç, чечексем ÿстерет, тăванĕсем валли те, сутмалăх та çителĕклĕ.
- Мĕнле ĕçлесе ĕлкĕрсе пыратăн; - тесе ыйтрăм.
- Мăшăрăм, ачасемпе мăнуксем пулăшаççĕ, - хуравларĕ сатурскер.
Килĕ-çурчĕ икĕ хутлă, выльăхĕ те чылай.
Аптăрамаççĕ-ха пирĕн ветерансем ?сăн ÿкерчĕкри малти ретре/, пурнăç тилхепине çирĕп тытса пыраççĕ. Сăмах май каласан, Зойăпа Надежда Никитичнăсем аппăшĕпе йăмăкĕ. Василий, Елена, Николай Петровсем - пĕртăвансем. Пурте хăйсен кун-çулне шкулпа çыхăнтарнă. Николай Павлович, культура çурчĕн купăсçи те пĕр тапхăр шкулта завхозра ĕçленĕ.
Сире пурне те çирĕп сывлăхпа вăрăм та лăпкă кун-çул сунатпăр.