АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

21 июля 2017 г.

Çуллахи шăрăхра ял е хула çынни шыва кĕрсе ÿт-пĕве кантарма юратать. Шел пулин те, хăшĕ-пĕри хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен аса илмест. Çакă вара пысăк инкек патне те илсе çитерме пултарать.
Хĕвел çуллахи пек темиçе кун кăна хĕртрĕ-ха, апла пулин те республикăри шыв-шур çинче инкексем пулса иртнĕ. Синкерлĕ пулăмсен тĕп сăлтавĕ, тĕпрен илсен, юраман вырăнсенче шыва кĕни. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енри шыв объекчĕсенче 10 инкек пулнă, вĕсенче 9 çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, лару-тăру сисĕнмелле аванрах (16 пулăмра 17 çын пурнăçран уйрăлнă пулнă), апла пулин те çакă пире лăпланса ларма май памасть, мĕншĕн тесен кăçалхи çулла сивĕрех пулнăран çеç халăх шыва кĕме çÿремен.
Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсан çеç пурнăçа упраса хăварма пулать. Вĕсене вара кашниех пĕлет. Эпир, хамăр енчен, тепĕр хутчен аса илтерсе хăваратпăр:
- кану вырăнне суйланă чухне пĕве е юханшыв çыранĕ хăтлă пулнине пăхмалла. Енчен те çÿп-çап пăрахмалли витресем, ларса канмалли саксем, хывăнса тăхăнмалли ятарлă вырăнсем, сулхăн лаптăксем, çăлав пункчĕсем çук пулсан, ун пек çĕре каймалла мар;
- пĕве е юханшыв çыранне канма кайнă чух пуçа шлепке е карттус тăхăнмалла, ĕçме юрăхлă шыв, алшăлли пĕрле илмелле. Паллах, сулхăнпа тивĕçтерме пултаракан сунчăк та пăсмасть;
- тĕрлĕ инфекци çаклатас мар тесен вара пĕве шывне ĕçме, унпа усă курса пахча çимĕç е улма-çырла çума, çăвара чÿхеме юрамасть;
- шыв хĕрринче каннă чух эрех-сăра та ĕçме кирлĕ мар. Хĕрĕнкĕ пулсан вара шыва пушшех те кĕме юрамасть – путас хăрушлăх сисĕнмелле ÿсет;
- хăвăрпа пĕрле килти чĕрчуна (йытă е кушак) та илмелле мар. Унсăр пуçне пĕве е юханшыв çыранĕнче çÿп-çап хăварма, кĕленче савăт-сапа ватма кирлĕ мар. Çакă ытти канакан çыннăн кăмăлне те пăсать, кантăк ванчăкĕсем вара суранлатма та пултараççĕ;
- енчен те хĕвел ăшшине пула хăвăра япăх туйма пуçларăр пулсан, тÿрех тухтăрсем патне пулăшу илме васкăр. Хăвăр тĕллĕн сипленме кирлĕ мар.
Çак ансат хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнсан канăва кăмăллă та, усăллă та тума пулать. Пирĕн пурнăç хамăр алăра, ăна упрама çеç пĕлмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика