АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Скандинави утти

21 июля 2017 г.

Скандинави утти çинчен ытларах пĕлес килет. Тĕрĕс мĕнле утмалла; Талăкăн хăш сехечĕсенче утни сывлăхшăн усăллăрах; Район центрĕнче икĕ патакпа утакан пенсионерсене асăрханах ĕнтĕ. Мĕн сĕннĕ пулĕччĕç-ши вĕсем;
М.ПАВЛОВА.
Тăвай ялĕ.
Чăнах та, Скандинави уттине кăмăллакансем районта сахал мар. Уйрăм ушкăнсем те йĕркеленнĕ. Вулакан çырăвĕпе Тăвайра пурăнакан В.К.Терентьевана паллаштартăмăр. Вăл темиçе çул каялла туслашнă Скандинави уттипе. Нумай литературăпа, Интернетри материалсемпе паллашнă.
-Икĕ алла та ятарлă патак тытса утни Скандинави утти шутланать. Вăл тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн усăллă, уйрăмах - ватăсемшĕн. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те, кирек ăçта та утма юрать. Эрнере сахалтан та 2-3 хут çур сехетрен кая мар утмалла.
Медиксем палăртнă тăрăх, Скандинави утти самăр çынсене начарланма пулăшать. Яланхи пек утнипе танлаштарсан 46 процент ытларах калори пĕтет, 1 сехетре - 400 ккал. Унсăр пуçне мышцăсен 90 проценчĕ хусканăва хутшăнать, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав тытăмĕсен ĕçĕ лайăхланать, шăмă çирĕ-пленет тата ытти те.
Тĕрĕс утас тесен малтанах çĕре ура тупанĕпе пусмалла, ун хыççăн - пуçĕпе. Пĕр алла мала ямалла, чавса тĕлĕнче вăл кăшт хуçланмалла. Çак вăхăтра патака кĕтеслетсе тытмалла, тепĕр аллин хыçалалла каймалла. Çак позицие тытса пымалла. Ытлашши пысăк утăм тусан, чавсана хуçлатмасан, алла хускатмасăр кĕлетке çумне çывăх тытсан, ура тупанне тĕрĕс лартмасан, ытлашши йывăр, тăвăр атă-пушмак тăхăнсан ыратнине туятăн.
Утма тытăниччен хул-çурăма кăшт хускатмалла, занятие вĕçлесен канмалла. Хăш-пĕр специалист вăл е ку чирпе аптăранă чух утма сĕнмест, çавăнпа малтан тухтăрпа канашламалла.
Ятарлă патаксене спорт лавккисенче те сутаççĕ.
Хамăр ушкăна илес пулсан Г.М.Маковей, Н.И.Иванова, И.К.Галкина, О.Ф.Шишова, Е.Т.Федорова, Р.А.Гурина, А.А.Алексеева, А.П.Шишова, М.С.Кузьмина пенсионерсемпе час-часах спорткомплекса пухăнатпăр, виçĕм- çул Хура Çăла та çитнĕччĕ. Кăмăл тăвакансене хамăр йыша хутшăнма йыхравлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика