21 июля 2017 г.
Иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен вĕçĕ. Çĕнĕ хваттер панă ятпа мана “Октябре 50 çул” урамри çĕнĕ çурта пурăнма куçнине паллă тума чĕнчĕç. Çапла эпир тăваттăн пытăмăр хăнана, хулари хваттерте пĕчĕк уява пуçтарăнтăмăр. Çавăн чухне паллашрăм та эпĕ Чурачăк хĕрĕпе.
Ытла чипер те хÿхĕм хĕр. Эпир иккĕн çеç пек туйрăмăр çут тĕнчере. Çук, тĕнчере те мар, таçта уçлăхра. Унăн кăвак куçĕсенче вĕçсĕрлĕх çутисем çиçрĕç, сивĕ-кăвак куçĕ-сенчи мăнкăмăллăхĕ сывлăшра сĕвĕрĕлсе çĕтрĕ. Вăл манăн çав тери çывăх тус пулса тăчĕ.
Çакăн пек паллашрăмăр эпир унпа. Кунĕ те ни уяр, ни сивĕччĕ ун чухне.
Сана эпĕ кая юлса тĕл пултăм çав. Ăçта пулнă эсĕ малтан, ăçта пурăннă; Сана мĕн чухлĕ шыранă эпĕ - тупаймарăм хăй вăхăтĕнче. Халĕ, акă, санпа калаçса тăратăп, чĕрене вара вăхăт тĕрĕсмарлăхĕ кăшлать. Вĕри чун макăрать ăшра, ăс-тăн вара пурнăç çулĕн пин-пин кукрашкинчен иртсен, эсĕ мана кирлех-ши халĕ тесе ыйтнăн туйăнать; Эпĕ сана чăрмантаратăп çеç мар-и;
Аса илетĕн-ши эсĕ иртнине; Каласа парас-ши тахçан малтан пулнине; Эсĕ çакна йăлтах маннă пулсан, манăн сăмахсем саншăн хитре юмах вырăнĕнче çеç. Асамлă хитре юмах пек, сана илĕртме-улталама шухăшласа кăларнăскер пек. Пĕр арçын, сана савнă ытти арçынсем пекех, ухмахла юрату сăмахĕсене калать. Эсĕ çак юмаха тимлĕн итленĕ пек тăватăн, ăшунта вара айвансен кĕтĕвĕнче черетлĕ тепĕр сурăх тупăнчĕ иккен тесе кулатăн пулĕ.
Пур çавах тĕнчере чăнлăх-тĕрĕслĕх тени.
-Мана хăçан аса илтĕн; Хăçан шырама пуçларăн; - ыйтрăн эсĕ.
Ăшă сăмахсем, ăшă куçсем... Нихăçан тавăрма çук ирĕклĕхпе çыхăннă вĕсем. Паянхи тĕлпулăвăн ăшши мар ку. Тахçанхи. Паянхи куçпа пăхсан - ĕмĕрсем каялли пĕрремĕш юратăвăмранах пуль. Эпĕ пĕлмен шăпах сана шыранине. Шухăшлама та пултарайман...
-Кам мĕнле;...
Мĕншĕн курман-ши, тĕл пулман-ши санпа çав вăхăтра; Тен, курманни аван та... Ун чухне, пĕрремĕш юратăвăн çиçĕмĕ çиçсен, чунра - çулăмччĕ, кăкăрта - тăвăллă тинĕсчĕ.
Вăл халĕ чылай çулта ĕнтĕ, çемьеллĕ. Туйăмĕсем урăх, шухăшĕсем те ман çинчен мар.
Ман астăвăм тĕнчинче вара çав хĕр ĕмĕрлĕхех çирĕмре. Юмахри купса тинĕс варринчи утрав çинче шыраса тупнă йăм-хĕрлĕ чечек пек черченкĕ.
Ăна мĕншĕн тĕл пулнă-ха эпĕ ĕмĕр сукмакĕ çинче; Ăнланатăп халĕ: вăл манпа юнашар кăштах çеç пычĕ пулин те, мана пурнăçра хама ăнланса илмешкĕн пулăшрĕ. Кайран урăххи патне кайрĕ хĕр. Эпĕ те утрăм пуль малалла. Анчах манăн пурнăçра çав çап-çамрăк пике ĕмĕрлĕ-хех асра юлчĕ. Халĕ те, çав самантра, çамрăк чухне те, çаплах юнашар утаççĕ пек вĕсем. Пуласлăха пĕлмеççĕ. Çавăнпа телейлĕ.
Вăхăт тĕтри хупланăçемĕн хуплать иртнĕ кунсене. Эпир вĕсене курма пултаратпăр. Вĕсем вара пире курмаççĕ. Авă, пыраççĕ, ĕмĕр çирĕмрисем, хула урамĕпе тулли уйăх çутинче.
- Эсĕ ман çинчен нимĕн те каламарăн. Темĕнле хĕре аса илтĕн. Ăнлантăм: ман пата çула тухма, çул шырама сана çав çирĕм çулхи чипер хĕр, хăй те пĕлмесĕр, пиллесе янă. Кăштах хурлăхлă - тунмастăп. Кĕвĕçÿ çук вара.
- Кайран пурнăç текенни пуçланчĕ. Мĕнле пулĕ вăл - ăна никам та малтанах пĕлмест. Пур çав тĕнчере нихçан вĕçне тухса пĕтес çук ăнлавсем. Мĕне систерсе хăвартăм эпĕ; Тĕрĕс хуравласан, эсĕ - чăнахах та эсĕ.
- Эсĕ юратăва вут хурса хăвартăн.
- Салам малтанхи юратăвăм!
- Салам. Эсĕ-и ку; Ĕненес те килмест!
Чăвашра ĕмĕр пурăн, ĕмĕр юрат текен каларăш та пур.