АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чирлес хăрушлăх пысăк

18 июля 2017 г.

Çуллахи вăхăтра уйрăмах пыршă инфекцийĕсемпе чирлесси ÿсет. Дизентери, сальмонеллез чирĕсем ан çакланччăр тесен чи малтанах çак сĕнÿсене çирĕп пăхăнмалла:
-пĕрре пăхсах апат-çимĕç килĕшмерĕ пулсан ăна ан çийĕр;
-сĕт продукчĕсене лавккаран кăна туянма тăрăшăр;
-апат-çимĕç туяннă чухне усă курмалли срока тимлĕ пăхăр, срокран тухнине ан çийĕр;
-хăвăрт пăсăлакан çимĕçсене ан упрăр, хĕвел çинче выртнă майонеза ан туянăр;
-темиçе кун каялла хатĕ-рленĕ салатсене ан çийĕр;
-апат пĕçерес е çиес умĕн алăсене супăньпе çăвăр;
-пахча çимĕçе, улма-çырлана, ешĕл çимĕçсене яланах шывпа çăвăр;
-кухньăри савăт-сапана супăньлĕ шывпа çăвăр;
-кил-çуртра шăнасем пулмала мар;
-енчен те сире вар витти аптăратать, ăш ыратать, температура ÿснĕ е хăстарать пулсан тÿрех больницăна каймалла, пĕлнĕ-пĕлмен эмелпе сипленме юрамасть.
Юнлă вар витти ?дизентери/ организмра дизентери бактерийĕсем е шигелсем лексен пуçланса каять. Дизентерипе çынсем кăна асапланаççĕ, выльăх-чĕрлĕх чирлемест. Ытларах чухне ку чире “хура алăсен” чирĕ теççĕ. Урăхла каласан, çак инфекци апат урлă куçать.
Кафе-ресторансенче, столовăйсенче бактерисем хăймапа хутăштарнă салатсенче, чĕрĕ улма-çырларан пĕçернĕ компотра пулма пултараççĕ.
Дизентери чирĕпе кирек хăш вăхăтра та чирлеме пулать. Унăн бактерийĕ-сем ытларах çулла тата кĕр пуçламăшĕнче вăйлă аталанаççĕ.
Çавăнпа та шăрăх вăхăтра гигиена çине ытларах тимлĕх уйăрмалла.
Сальмонеллез - куçакан пыршă чирĕ. Ку чир çынна ăш ыратнипе, вар виттипе, кăмăл пăтраннипе асаплантарать. Сальмонеллез чирне пуçарса яракан инфекцисем питĕ çирĕп те тĕреклĕ. Вĕсем тăпрара 4-5 уйăх, шывра 1 уйăх пурăнма пултараççĕ. Унсăр пуçне сĕтре 20 кун, услам çура 4 уйăх таран, тăварланă какайра 2-3 уйăх. Чирлекенсенчен ытларахăшĕ аш-какай продукцийĕнчен аптăраççĕ. Енчен те çак чирĕн паллисене сисрĕр пулсан тÿрех тухтăр патне васкăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика