14 июля 2017 г.
Ку таранччен йĕпе-сапаллă, çиллĕ çанталăк питĕ кансĕ-рлерĕ ял ĕçченĕсене курăксене пĕрремĕш хут çулса пухма, çитес хĕл валли тĕрлĕ выльăх апачĕ кал-кал хатĕрлеме. Çапах та “Акконд-агро фирма” АО ĕçченĕсем çакнашкал условисенче те виççĕмĕш траншея сенаж хываççĕ. Икĕ траншея пĕлтĕрхи пур. Юрий Яковлев “Ягуар” комбайнпа вĕтетсе тиенĕ массăна траншейăна автомашинăсемпе турттарса тăраççĕ, Вячеслав Краснов ăна Т_150 тракторпа таптатса пусăрăнтарса тăрать. Кунтах погрузчик те, Виталий Степанов рабочи те пур. Артем Петров, Николай Иванов, Александр Птичкин, Валерий Соловьев, Алексей Баранов, Алексей Васильев водительсем тулли кузовпа килеççĕ уйран. Рулонлă пресс та тухнă уя. Унпа Олег Федоров ĕçлет.
Пурĕ 620 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулнă предприяти уйĕсенче.