14 июля 2017 г.
“Тăвайри кооператив” потребобществăн кондитер цехĕ- пе пĕрре кăна мар паллашнă коллектив ĕçĕ-хĕлне реклама тунă çулсенче.
Эпĕ унта çитнĕ çĕре сехет йĕпписем саккăр патнелле кăна çывхаратчĕç. “Пĕçерсе пĕтертĕр те-и; Тăвайсене тутлă пĕчĕк кукăльсемпе, хуплусемпе, пиццăсемпе, тортсемпе савăнтарас тесе çывăрма та пĕлместĕр-çке;” _ кăсăклантăм таса та тирпейлĕ цеха кĕрсе тăрсан. Кондитерсем пĕр кăмака патĕнчен теприн патне, пăрчăкан пек, хăвăрт утаççĕ.
_Тăвай енри ырă халăх çывăрса тăриччен, вĕсене хамăр изделисемпе сăйлас тесе ирхине тăватă сехетрех ĕçе пуçăнатпăр эпир. Пурĕ тăххăрăн тăрăшатпăр цехра. Шурă çăнăха çăрса чуста хатĕ-рлетпĕр малтан. Унтан тĕрлĕ изделисем туса ывăссем çине хуратпăр та кăмакана лартатпăр. Усăсăр калаçса тăма вăхăт çук, пурне те ĕлкĕрмелле. Çавăнпа пирĕн цехра шăплăх хуçаланать ĕçленĕ самантра. Каннă чухне вара ятарлă пÿлĕмри сĕтел хушшинче чей ĕçетпĕр пĕрле, çăвăнмалли оборудовани те пур кунта. Ĕç условийĕсене лайăхлатсах пырассишĕн тăрăшаççĕ пирĕн ертÿçĕсем, _ тет Надежда Федорова аслă кондитер.
Елена Юсова тивĕçлĕ канура пулин те, хăйĕн юратнă ĕçĕнчен уйрăлма васкамасть-ха. Зоя Александрова та чылайранпа кондитерта вăй хурать. Валентина Кузьмина, Светлана Петрова, Марина Кабартова, Лидия Васильева та ĕçтешĕсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ, Татьяна Соколова шут ĕçĕсене туса ĕлкĕрсе пырать. Надя Алексеева техслужащи цехри тирпейлĕ-хшĕн куллен тăрăшать.