АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуртсене тĕпрен юсас ыйтупа

14 июля 2017 г.

Республикăри “Тĕп юсав фончĕ” коммерциллĕ мар организаци специалисчĕсем рай- онсемпе хуласенче пурăнакансемпе калаçусем йĕркелеççĕ, ыйтусем çине хуравлаççĕ. Тăвай ен çыннисемпе “Тĕп юсав фончĕ” организацин генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова, юридика пайĕн начальникĕ Эльза Яковлева, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова тĕл пулнă.
-2014-2015 çулсенче Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи - 8, 12, 17, 50-мĕш, Юсавпа техника территорийĕнчи 28, 3-мĕш çуртсенче хваттерсемпе путвалсене электроэнергипе тивĕçтерекен системăна тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне, Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртра вара канализаципе шывпа тивĕçтерекен системăсене те çĕнетнĕ. Çак ĕçсене тума пурĕ 873 пин те 689 тенкĕ тăкакланă, - тĕллевсене пурнăçа кĕртни çинчен калаçу пуçланă Олимпиада Ивановна. - 2015-2016 çулсенче район центрĕнчи Юсавпа техника территорийĕнче вырнаçнă пĕрремĕш, Ленин проспектĕнчи 29, 26, 30, 28-мĕш çуртсенче электроэнерги системине тĕпрен юсанă. Асăннă ĕçсем валли 1 миллион та 338 пин те 803 тенкĕ укçа уйăрнă. 2016 çулта вара Ленин проспектĕнчи 31-мĕш çуртăн электроэнергипе тивĕçтерекен линийĕ çĕнелнĕ, 356 пин те 297 тенкĕ тăкакланă ĕçсене тунă май. Кăçал Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ 50-мĕш çуртăн тăррине тĕпрен юсама палăртнă, 1 миллион та 930 пин те 999 тенкĕ укçа уйăрма пăхнă çакна валли. Çапла малтанхи кĕске сроклă виçĕ плана пурнăçа кĕртме 2568789,31 тенкĕ тăкакланă, кăçалхи тĕпрен юсамалли ĕçсене шута илсен, асăннă сумма 4499783,31 тенке çитет.
Тăвай районĕнче 2014 çулхи декабрьтен пуçласа 2017 çулхи июнь уйăхĕччен тĕп юсав валли 5957730,61 тенкĕ пухмалла пулнă, анчах асăннă сумма 3943700,22 тенкĕрен иртеймен, палăртнă кăтарту 66 процентпа танлашать. Çурта тĕпрен юсама вара çынсем пухнă укçа-тенкĕн сумми 80 процентпа танлашмалла. Район администрацийĕн те, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен те çакăн пирки шухăшламалла, умри тĕллеве пурнăçламалла. Халăхпа тăтăшах калаçмалла объектсене тĕпрен юсас ыйтупа, укçа паманнисене тĕлпулусене йыхравламалла, лайăх ăнлантармалла вĕсене.
Укçа-тенкĕ сумми палăртнă чухлĕ пухăнмасан, çурта юсама пуçламаççĕ. Çапла вара хваттерсен хуçисем хăйсен пурнăç условийĕ-сене хăйсемех начарлатаççĕ. Тĕп юсав валли взноссем хывасси лайăх пулса пыни вара кĕске сроклă плана нумайрах çурт кĕртме май парать. Паянхи кун çавнашкал плансене 2018-2020 çулсем валли хатĕрлеççĕ.
-Тăвай енре 2016 çулхи январь уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне тĕп юсав валли пурĕ 359 кил-йыш пĕр хутчен те укçа-тенкĕ куçарман. Палăртнă цифра 2017 çулхи июнь уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне 184 кăна юлнă, çапла 175 счетпа укçа тÿлеме пуçланă, - пĕлтернĕ организацин юридика пайĕн начальникĕ Эльза Яковлева, - Паянхи куна парăмçăсем патне 118 ÿпкев ?претензия/, суда памалли 11 заявлени ярса панă. Пирĕн тĕллев - ĕçе суда çитересси мар. Çавăнпа çынсене ăнлантарассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Кашни хваттерĕн - хăйĕн уйрăм счет. Тĕп юсав валли пухăннă укçа-тенке урăх тĕллевпе усă кураймаççĕ, Чăваш Республикинчи ытти хуласемпе районсенчи çуртсене юсама та яраймаççĕ.
Хăвăр çуртсенче пурăнакансем укçа-тенкĕ мĕнле тÿленине пĕлес тетĕр пулсан, “Тĕп юсав фончĕ” организацин сайчĕ çине кĕмелле е çырупа ямалла хăвăр ыйтăвăра çырса, пĕрле паспортпа çурт хăвăрăн харпăрлăх пулнине çирĕплетекен документ копийĕсем пулччăр. Пирĕн адрессем - г.Чебоксары, ул. Энгельса, д. 42 “а”, НО “Фонд капремонта”, электронли - remfond 21@ cap.ru.
“Тĕпрен юсассине урăх вăхăта куçарма е пĕр юсав ĕçне тепринпе улăштарма пулать-и;” - тесе ыйтакансем пулнă. Çак ĕçсене тума заявлени çырмалла, çичĕ тĕрлĕ документ хатĕ- рлемелле.
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, çул-йĕр,пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Тамара Дьяконова тухса калаçакансене тав тунă, районта пурăнакасене нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама укçа-тенкĕ куçарассипе тата активлăрах пулма сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика