11 июля 2017 г.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕ тепĕр çул 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Артистсемпе театрта ĕçлекенсем паллă уява кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кăçалхи гастролĕсене те юбилее халалланă. Çак кунсенче театр труппи Тăвай районĕнче пулчĕ. Куракансен умне вĕсем “Ялта” драмăна кăларчĕç.
Тăвай тăрăхĕ СССР халăх артисткин Вера Кузьминан, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕн Геннадий Терентьевăн, Чăваш халăх артисчĕсен Валентина Трифоновапа Сергей Ивановăн, Любовь Галимовапа Григорий Филиппов артистсен çуралнă кĕтесĕ. Кунта театр ĕçченĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ. Вера Кузьминична Тăвай тăрăхĕнче çунатланса çÿренине пĕлтерчĕ. Тăвайри шкул çулне виçĕ çула яхăн такăрлатнăскер çакăнтанах Мускава вĕренме тухса кайнă. “Тăвай халăхĕ мана яланах ăшшăн йышăнать. Чун ялан кунталла туртать”, _ терĕ вăл. Сергей Иванова та Тăвай тăрăхĕ çунат сарма пулăшнă. Театра ĕçлеме килсен ăна ентешĕсем кĕтсе илнине аса илчĕ артист. Шел те, халь театрта Тăвай районĕнче çуралса ÿснисенчен иккĕн кăна юлнă.
Наталья Сергеева режиссер каланă тăрăх, театр 100 çул тултарнине халалласа çĕнĕ акци пуçарнă. “Кăçал эпир кашни района çитме палăртрăмăр Çуллахи тапхăрта 3 район кураканĕсене савăнтарăпăр, кĕркунне ытти районта пулăпăр. “Ялта” спектакле те ахальтен суйламан. Федор Павловăн пьеси чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕ- ркине, юрри-ташшине кăтартать. Ку драма _ куракансен чи юратнă спектаклĕсенчен пĕри. Сцена çинче 10 çул вылятпăр ăна. Спектакле Хусанта та, Мускавра та кăтартнă. Паллах, ăна илсе çÿреме çăмăл мар, мĕншĕн тесен декорацисемпе тата тумсемпе пуян, унта вылякансен йышĕ пысăк”, _ терĕ Наталья Алексеевна. Сăмах май, артистсем Йĕпреçпе Елчĕке те çитсе килнĕ.