11 июля 2017 г.
Тăрмăш ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене халалласа лартнă Мухтав монуменчĕпе юнашарах пограничниксене, мирлĕ вăхăтра çапăçусене хутшăннă ветерансене асăнса юпа вырнаçтарчĕç. Çак ятпа унта халăх чылайăн пухăнчĕ. Хамăр ял çыннисемпе пĕрле кÿршĕ районсенчен, Канаш, Етĕрне, Çĕрпÿ, Хусан, Чулхула хулисенчен те хăнасем килнĕ асăннă мероприятие. Çак пархатарлă ĕçе пуçарса йĕркелесе пыраканĕ Тăрмăш ял каччи Александр Алексеевич Платонов пулчĕ. Вăл хăй те хĕсметре çĕршыв чиккисене хуралланă çĕрте пулнă. “Пограничниксен служби çăмăл мар, анчан хисеплĕ”, - терĕ вăл.
Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вероника Николаева çак пархатарлă ĕçе хăйсен тÿпине хывнисене тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламланă май, çак ырă ĕç патриотла воспитание пысăк витĕм кÿнине çирĕплетрĕ, А.Платонова Хисеп грамоти парса чысларĕ. Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар ĕç комиссарĕ Юрий Барышев та çакăн пек мероприятисем çамрăк ăрăвăн патриотизм туйăмне çирĕплетме пулăшнине палăртса хăварчĕ. Тухса калаçакансем хушшинче район пуçлăхĕ Александр Шакин, Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ Владимир Петров, ветерансен, обществăлла организацисен ертÿçисем пулчĕç, хăшпĕр ветеран-пограничниксене медальсемпе тав хучĕсем пачĕç.
Тăрмăш чиркĕвĕн пачăшки Леонид çак вырăна сăвапларĕ, кĕлĕ вуларĕ. Вăл хĕсметре Афганистанра пулнă. Хĕрлĕ хăйăва ветерансем касрĕç.
Малалла уяв культура çуртне куçрĕ. “Тăрмăш” халăх фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ хăнасене. П.Ягодкин “Герои былых времен” юрăпа саламларĕ. А.Ялугина, Е.Иванова (Тăрмăш), М.Майорова (Шупашкарти 14-мĕш кадет шкулĕ), М.Иванов (Канаш районĕ, Энĕшпуç шкулĕ) пограничниксем çинчен сăвăсем вуларĕç. Етĕрне хулинчи “Память” ансамбль концерчĕпе те кăмăллă юлчĕç.