АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцине хирĕç кĕрешессипе

07 июля 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе тимлекен координаци Комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие Чăваш Енри хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
ЧР Шалти ĕçсен министерствинче экономика хăрушсăрлăхĕпе тата коррупципе кĕрешессипе ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Андрей Семенов хăйĕн докладĕнче вĕсен служби кăçал пилĕк уйăх хушшинче коррупци енĕпе йĕркене пăснă 42 тĕслĕ-хе шута илнине пĕлтернĕ, вĕсенчен 38-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнине асăннă. Йĕркене пăсакансене ытларах патшалăх тата муниципалитетсем валли туянусем йĕркеленĕ чухне тупса палăртнине каланă вăл. Бюджет укçи-тенкипе те тухăçлă, саккуна пăхăнса ĕçлеменни сисĕнет, тенĕ.
ЧР Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов патшалăх программисемпе усă курма уйăрнă пулăшăва тĕлли-паллисĕр тăкакланине палăртнă. 2017 çулта паян кунччен çакăн йышши тĕслĕхсене 9 тупса палăртнине асăннă, 7-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ финанс министрĕ Светлана Енилина министерство 2017 çулта пилĕк уйăх хушшинче укçа-тенкĕпе çыхăннă 54 тĕрĕслев йĕркеленĕ, 16 ертÿçĕне явап тыттарнă, тенĕ.
Йĕркене пăсакансене, саккуна пăхăнманнисене тупса палăртасси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать, тенĕ Михаил Игнатьев. Нормативлă право ĕç хучĕсене çирĕ-прех йышăнса хăвармаллине те каланă, бюджет укçи-тенкипе тухăçлă пĕлсе усă курма, патшалăх туянăвĕсене ирттернĕ чухне мĕнпур саккунсене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă.
Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Канаш хулин администрацийĕн пуç-лăхĕпе Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн доклачĕсене итленĕ. Муниципалитетсенче коррупципе кĕрешессипе епле ĕçсем пурнăçланине тишкернĕ ларăва хутшăннисем.
“Администраци пуçлăхĕсем муниципалитетсенчи йĕркесĕ-рлĕх пирки яваплă. Яланах пур ĕçре те йĕрке пулмалла”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, регион Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тимлекенсен профилактика йĕркине çирĕп тумаллине, коррупцилле ĕçсем тăвассинчен яланах сыхă пулмаллине, саккуна пăхăнса ĕçлемеллине асăрхаттарнă, шăпах та çак ыйтусем пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика