07 июля 2017 г.
Вăтам шкул пĕтерсен Кивĕ Пуянкассинчи Валерий Ильин Тутар Республикинчи Елабуга хулинчи техникума физкультура енĕпе вĕренме кайса кĕрет. Тăрăшуллă çамрăкшăн виçĕ çул вĕренÿре хăвăрт иртет. Алла диплом илсен ниçта та мар - тăван Тăвай ене таврăнать. Ăшра ĕçлес ăнтăлупа хавхалану вĕрет. Ăна районти çутĕç пайĕн заведующийĕ Иван Николаевич Николаев Тушкилти вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлеме сĕнет. Хаваспах килĕшет çамрăк. Çапла кашни кун Кивĕ Пуянкассинчен Тушкиле çÿреме тытăнать вăл. Кĕçех çамрăк учитель шкул коллективĕпе тата вĕренекенсемпе пĕр чĕлхе тупать, хăй те вĕсенчен ыррине вĕренме тăрăшать. Ачасене физкультурăпа спортăн пурнăçри пĕлтерĕшне ăнланса илме пулăшать, ăмăртусене хутшăнтарать, тĕрлĕ секцисене явăçтарма тимлет. Пĕрлех вăхăт та шăвать. Пĕлĕвне малалла ÿстерес, тарăнлатса пырас тĕллевпе Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне заочно майпа вĕренме кĕрет. Çав çулсенче Пуянкасси шкулĕнче вĕрентме тытăнать. Çакăнтан пуçланать те унăн вĕрентÿ ĕçĕнчи тепĕр тапхăр. Шкул ачисене, çамрăксене спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусене явăçтарать, вĕсен ăсталăхне, тÿсĕмлĕхне, разряд нормисене ÿстерме пулăшать. Çамрăк спортсменсем районти тата ытти шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре çеç мар çĕнсе илнĕ. Тăрăшулăхне кура Валерий Ивановича шкул директорне лартаççĕ. Тăван шкулшăн сахал мар тимлет вăл çав çулсенче. Пĕрлех спорт инвентарĕсене те çĕнетме май тупать. Хăйĕн ĕмĕчĕсемпе тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшать. Ахальтен-и вăл Раççей Федерацийĕн çутĕç отличникĕн знакне, ытти наградăсене тивĕçнĕ.
Пурнăç, паллах, пĕр вырăнта тăмасть. Валерий Иванович ял администрацийĕн пуçлăхĕнче те, район администрацийĕн пай начальникĕнче те ĕçлерĕ. Рина Васильевнапа мăшăрланса икĕ ывăлпа икĕ хĕр те ÿстерчĕç. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, хăйсем çемьеллĕ халь, ача-пăчаллă. Валерий Иванович та урăх ĕçре - Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕ вăл иккĕмĕш çул. Çав вăхăтрах паян кунччен те Пуянкассинче спорта аталантарассине, ялти стадиона малалла йĕркелессине пысăк тимлĕх уйăрать. Çамрăксем хушшинче футбол ăмăртăвĕсем те иртрĕç нумаях пулмасть. Валерий Иванович унта сăмах та каларĕ.