07 июля 2017 г.
Çулла - ачасен чи савăнăçлă та кĕтнĕ вăхăчĕ. Кашни çамрăках ăна хаваслă та усăллă ирттересшĕн ĕнтĕ. Хăшĕсем тĕрлĕ çĕре канма каяççĕ, чылайăшĕ шкулсем çумĕнчи лагерьсенче пĕрремĕш уйăхăн кунĕсене ирттернĕ.
Кăçал Тăрмăшри вăтам шкул çумĕнче виçĕ лагерь ĕçленĕ, 21 кун каннă ачасем. “Кулă”, “Тăрмаш”, “Çамрăк рыцарьсем” ят панă вĕсем хăйсен ушкăнĕсене. Пĕрремĕш-çиччĕмĕш классенче пĕлÿ пухнисем, пурĕ 55 вĕренекен, çÿ-ренĕ лагерьсене.
“Çамрăк рыцарьсем” отрядра кадет класĕнче ?пиллĕ-кмĕш/ пĕлÿ пухакансем пулнă. Ытларах патриотла воспитани парассине тимлĕх уйăрнă унта. Стройпа утма, юрлама хăнăхнă кадетсем, историне тĕпченĕ пулас патриотсем.
София Николаевна, Михаил Антонович, Наталия Владимировна, Марина Вениаминовна, Нина Александровна, Зинаида Николаевна воспитательсем чылай тăрăшнă çамрăксен канăвне интереслĕ ирттерессишĕн.
Кашни кунах планпа палăртнă мероприятисем пулнă. Çĕнĕрен те çĕнĕ викторина, конкурс тата ытти тупăшу ирттернĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕ- лемелли кунра тĕрлĕ спорт вăййисем йĕркеленĕ, асфальт çине пĕринчен тепри лайăхрах ÿкерчĕк тунă.
Паллă вырăс сăвăçне А.С.Пушкина халалланă мероприяти кашнин асĕнче юлĕ. Малтан воспитательницăсем Александр Сергеевич çинчен презентаци кăтартса-каласа панă, унăн юмахĕсемпе те паллаштарнă. Кайран “Пушкин юмахĕсене пĕлетĕн-и;” ятлă викторина ыйтăвĕсене ачасем хаваспах хуравланă. Пушкин сăввисене пăхмасăр вулассипе конкурс çÿллĕ шайра иртнĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Л.Ефимова вулани пурин кăмăлне те кайнă. “Тăрмаш” ушкăна çÿрекенсем Пушкинăн пĕр юмахне сцена çинче ăста выляса панă. Юлашкинчен А.С.Пушкин произведенийĕсем тăрăх ÿкерчĕ-ксем тунă лагерьсене çÿрекенсем. “Каннă чухне уйрăмах лапталла, футболла, волейболла выляма, Тăвайри бассейна çÿреме лайăхчĕ”, - хăйсен шухăшне пĕлтернĕ çамрăксем.
Музейсенче те пулса курнă вĕсем, уйрăмах Енĕш Нăрваш ялĕнчи историпе асăну халăх музейне кăмăлланă ачасем. В.Петров заведующи Тăрмăшран килнисене ăшшăн йышăннă, экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Салтака каяканăн тутăрĕсене вĕçтерсе кăтартни уйрăмах килĕшнĕ. Владимир Васильевич ĕлĕкхи тата хальхи салтаксен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнă, вĕсен юррисене те чуна пырса тивмелле шăрантарнă.
Нумай çĕнни пĕлнĕ ачасем лагерь кунĕсенче, сывлăхне çирĕплетнĕ. 21 кун сисĕ- нмесĕр хыçа юлнă. “Тепĕр вĕренÿ çулĕнче икĕ смена та канмалла тăваймĕç-ши; Ытла та лайăх, хаваслă иртрĕç лагерьсенчи кунсем. Эпир татах канма хирĕç мар”, - сывпуллашнă май пĕр-пĕринпе калаçрĕç ачасем.