АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лăплантаракан чей

07 июля 2017 г.

Вĕри те техĕмлĕ чей стресран хÿтĕлет, лăпланма пулăшать, вăй хушать, иммунитета çирĕплетет.
Эмел курăкĕ ?ромашка/. Нерв тытăмне çемçетсе лăплантарать, ыйхă вĕçнине, шиклĕх, пăлхану туйăмне ирттерет. Çак курăк чейĕн сиплĕхне специалистсем ÿсен-тăранти апигенин шайĕ пысăккипе çыхăнтараççĕ - шăпах çак япала нерв тытăмне ырă витĕм кÿрет. Унсăр пуçне эмел курăкĕ пуç тăтăш ыратнипе аптăракансемшĕн питех те усăллă.
Корица тата пан улми. Пуç ыратнинчен, сÿрĕклĕхрен, ыйхă пăсăлнинчен, вĕчĕрхенчĕ- клĕхрен, хăвăрт тарăхнинчен, ывăннинчен пулăшать. Пан улми тата корица ярса вĕретнĕ чей стресс хыççăн та хăвăртрах йăл илме май парать.
Мелисса. Ку чей депрессирен, ывăннинчен, ыйхă вĕçнинчен, вăй пĕтнинчен хăтăлма пулăшать. Анчах та çакна асра тытмалла - мелисса юн пусăмне палăрмаллах чакарать.
Пĕтнĕк. Стреспа кĕрешме кăна мар, ыратнине ирттерме те пулăшать. Нерв тытăмне лăплантарать. Курăкри ментол организма ырă витĕм кÿ-рет. Çапах ку чейпе ытлашши тăтăш сăйланмалла мар. Хĕрарăмсен - гинекологи, арçынсен потенци енĕпе кăткăслăхсем пулма пултараççĕ.
Импĕр. Ку чейе тăтăш ĕçни организмăн стреспа кĕрешес хăватне ÿстерет - çак тивĕçе унри С, В1, В2, А витаминсемпе микроэлементсем пурнăçлаççĕ. Вĕсене пулах импĕр иммунитета çирĕплетет, организма вируссенчен, шăнса чирлессинчен сыхлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика