04 июля 2017 г.
Тирпей-илем, тасалăх тата хамăр пурăнакан е ĕçлекен вырăнпа тавралăха симĕслетес пирки сахал мар калаçатпăр тата çыратпăр. Ĕçне те тăватпăр - сăмаха çилпе кăна вĕçтерместпĕр. Çут çанталăк хăй те пулăшать: чылай çĕрте йывăçсем хăйсемех хунаççĕ, чечексем те ĕрчеççĕ. Çапла акă пĕр ял хĕрринче пурăнакан хĕрарăм калани асра тăрать: “Тепĕр темиçе çултан вăрман пирĕн патнех хунаса çитет пулĕ”, - тенĕччĕ вăл. -Çултан-çул çывхарса пырать”.
Йывăçĕсем çав таврари ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе халĕ чылайранпа никам та усă курман пирки хăвăрт сарăлаççĕ. Колхозсемпе совхозсем арканчĕç-çке, уйрăм хуçалăхсемпе фермерсен аллисем çитеймен вара вăл вырăна. Çапла çав йывăç-тĕмсем хальхи вăхăтра юханшывсен, çырма-çатрасемпе çулсен айккисенче кăна мар, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ акса-туман çĕрсем çинче те хунаççĕ. Çут çанталăк пушă вырттарасшăн мар çĕрсене.
Çынсем те йывăç-тĕм çуллен сахал мар лартса чĕртеççĕ. Çимĕç кÿрекен йывăç-тĕм кăна мар, ыттине те “кун-çул” парнелеççĕ. Харпăр хăй кил хуçалăхĕ таврашĕнче чĕртеççĕ, çăлсем, кÿлĕсемпе пĕвесем таврашне лартаççĕ, ытти çĕре. Симĕс тавралăх çут çанталăкпа çынсемшĕн çеç мар, чĕрчунсемпе кайăксемшĕн те лайăх. Чĕрĕлĕх - пурнăç çăлкуçĕ.
Шел те, хăш-пĕр çĕрте ансат тимлĕхпе алă çитменни те сисĕнет. Нумаях пулмасть пĕр ялти пысăк учреждени умĕнчи клумбăсене асăрхарăм. Тĕп клумба пулĕ ĕнтĕ вăл, мĕншĕн тесен ыттисенчен капашлăрах тата варрине вырнаçнă, анчах ăна çумкурăк пуснă. Ыттисенче те чечексем пуррипе-çукки пĕр çĕрте. Учрежденийĕ, асăнтăм ĕнтĕ, пĕчĕкскер мар, клумбăсене пăхса тăма вăхăт та, вăй-хал та çитмелле.
Тăвай ялĕнчи хăш-пĕр нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пÿрчĕ-чÿречи умĕнчи пахчана курмăш пулни те тĕлĕнтерет. Пахчари йывăç-тĕмсене пăхса тăмаççĕ, типтерлемеççĕ, чечек акса-лартса илем кÿмеççĕ, ун пек ырă шухăшпа хĕмленни-туни те сисĕнмест миçемĕш çул ĕнтĕ. Тепĕр çавăн пек çурт умĕнче мăян-пиçен пĕрремĕш хутри чÿречерен те çÿллĕрех ÿссе-ашкăрса кайнăччĕ. Чăн та, ку тĕслĕх иртнĕ çулхи. Кăçал пулман-ха вăл çурт умĕнче. Тен, пурте йĕркеллех. Юлхавпа тимсĕрлĕх пусмасан, чиперех пулма кирлĕ. Хамăршăн вĕт.