АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илĕртет хурăн çырли

04 июля 2017 г.

Пĕлтĕр иртерех те пиçнĕ-ччĕ хурăн çырли. Кăçал, çанталăк сивĕрех тăнăран-и, каярах пулса çитрĕ. Çут çанталăк çитĕнтерсе паракан çакăн пек паха çимĕçе мĕншĕн татса пухас мар; Çапла шутларăм та, ÿркенмесĕрех çырлана тухса утрăм. Таçта инçете çÿреместĕп эпĕ, тÿрех Йăнтăрчă ялĕн саппас уйĕ текен вырăна çул тытрăм. Пĕр кун татрăм, тепĕр кун... Çумăр çусан киле тапатăп. Çырлана пынă ытти çынсем те ман пекех тăваççĕ. Çырли шултри те, вĕтĕреххи те пур - татсан пухăнать. Виçĕмкун, вырсарникун, нумайрах та татса пухрăм. Ачасене те хулана кучченеç парса ятăм. Уйра пиçнĕ çырла тутлă, техĕмлĕ. Сывлăхшăн та сиплĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн усă курас мар-ха çут çанталăк парнеленĕ япалапа. Утта пухса кĕртсе ĕлкĕртĕмĕр. Çавăнпа татах та çырлана каяс шухăшăм пур. Ыттисене те сĕнетĕп çапла тума. Халĕ те, хĕл валли те лайăх пулĕ татса пухсан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика