АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енри кадет корпусне пулăшас тĕллевпе

30 июня 2017 г.

Чăваш Енри кадет корпусне пулăшас тĕллевпе

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацийĕн Оборона министерствинче Чăваш Енри кадет корпусне пулăшу парас тĕллевпе тăватă енлĕ Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.
Ĕç хутне РФ оборона Министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, “РЕНОВА” группа компанийĕн Директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг алă пуснă.
“РФ субъекчĕсенче аслă шкулсене кĕме хатĕрлессипе РФ Оборона министерстви активлă витĕм кÿрет. Суворов ячĕллĕ çар училищисене тата кадет корпусĕсене йĕркелессипе сахал мар ĕç опычĕ пухăннă пирĕн. Кун йышши вĕрентÿ хăйне кирлĕ пек кăтартса пама пултарчĕ. Граждансене тĕрлĕ енлĕн аталанса пыма, вĕсен патриотизм туйăмне çирĕ-плетме пулăшать. Çак ырă ĕçсене кадет вĕрентĕвĕ пысăк витĕм кÿрет. Пулас ăрăва хальхи пурнăçри обществăшăн юрăхлă çынсем пулма хатĕрлет. Ăнсăртран мар пулĕ, юлашки ултă çул хушшинче кадет корпусĕ-сем икĕ хут та ытларах вăй илчĕç. Вĕсен учредителĕсем регионсем шутланаççĕ”, - тенĕ Сергей Шойгу министр.
“Атăлçи федераци округĕнче 2013 çулта пĕтĕмпе виçĕ корпус çĕкленсе ларнă. Вĕсем Пушкăртстанра, Тутарстанра, Удмуртире. 2016 çулта Чулхула облаçĕнче хута кайнă. РФ Оборона министерстви малашне те çарпа техника пурлăхĕпе, литература, çĕнĕлле вĕрентÿ технологийĕсемпе тивĕçтерме хатĕр. Паян эпир Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен кадет корпусне шефла пулăшу пама Килĕшÿ хутне алă пусса çирĕ-плетрĕмĕр. Шанатпăр, малашне вĕсене харпăр хăй тĕллĕн аталанса пыма меллĕ пулĕ”, - тенĕ Сергей Шойгу РФ оборона министрĕ, арми генералĕ.
РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕ-нчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче РФ Оборона министерстви Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсене сахал мар пулăшу панине асăннă. Чи пахи вара - кадет корпусĕсенчен вĕренсе тухакансенчен 60 проценчĕ РФ Оборона министерствин аслă шкулĕсене нимĕнле чăрмавсемсĕрех вĕренме кĕни.
Шупашкарти кадет корпусĕ 400 вырăнлăх пулĕ. Заведенире вĕренÿ класĕсемсĕр пуçне тир, сасă çырмалли студи, киностуди, робототехника кабинечĕ, спортзал, хореографи залĕ, тренажер залĕ тата сĕтелçи теннис залĕ пулать. Хоккей, футбол тата волейбол площадкисем тума пăхнă. Корпус кадетсен пĕрремĕш ушкăнне 2018 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен йышăнасса шанаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика